Ирех тăрать, тумланать, Алена ĕçе тытăнать...

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Новосибирск облаçĕнчи Бердск хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял спорт вăййисене 57 регионтан 1000 ытла спортсмен хутшăннă. Вĕсем спортăн 8 тĕсĕпе ăмăртнă. Çавнашкалах ĕне сăвакансем, механизаторсем хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Чăваш Республикин команди виççĕмĕш вырăн йышăннă. Муркаш районĕнчи Çеçмерти Алена Никитина хĕрарăм механизаторсен хушшинче мала тухнă.

Чи çамрăкки

Çĕршыв шайĕнчи ял спорт вăййисене Интернет урлă туллин курма пулать. Акă Алена Никитина Новосибирск облаçĕнчи механизатора хыçа хăварса финала тухрĕ. "Пăлхантăм. Çапах çĕнтерес туртăм хама алла илме пулăшрĕ. Финалта тата ытларах тăрăшăп", — массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе калаçнă май чунне уçать ентеш.

Пермь тăрăхĕнчен килнĕ Ольга Мелюхина Муркаш хĕрĕнчен чылай аслăрах. Вăл цилиндр майлă тимĕр япалана трактор хыçне çакса финиша вĕçтерчĕ. Алена Никитина ун хыççăн пырать. Тахăш самантра хăвăртлăха ÿстерсе унран иртсе те кайрĕ вун тăххăрти чăваш чиперкки. Вырăна çитсен тимĕр япалана тĕл лартрĕ вăл. Куракансем ăна саламласа тăвăллăн алă çупма пуçларĕç. Чи çамрăк механизатор, пирĕн ентеш çĕнтерчĕ! Çак саманта темиçе хут таврăнса татах та татах пăхас килет.

"Хăвăртлăх кулленхи ĕçре питĕ пулăшать. Мана çывăх çынсем, юлташсем хавхалантарса пыраççĕ", — калаçăва тăсать йăл кулăпа çиçекен Алена. Чи телейлĕ çынна экран çинче вăрах кăтартаççĕ. Вăйăсенче йĕлтĕрпе чупса та, гимнастика туса та малтисен йышне кĕнĕ вăл.

Çĕнтерсенех киле амăшĕ патне шăнкăравланă хĕрĕ. "Малтанах ĕненмерĕм. Паллах, унпа пĕрле савăнтăмăр. Алена мана пур ĕçре те пулăшса пырать", — ăнлантарать Алина Петровна.

"Вăл ĕçлеме ÿркенмест. Халĕ йăлтах хĕрарăм çинче тытăнса тăрать вĕт. Çавăнпах хĕр-хĕрарăм трактор рулĕ умне ларни пачах тĕлĕнтермест", — теççĕ Алена пирки юлташĕсем, Кĕрекаç каччисем.

Çеçмер хĕрĕ КамАЗпа та, çăмăл машинăпа та çÿрет. Çуллахи вăхăтра, сăмахран, хăех курăк çулать, тавăрать, купалать, пуçтарать... Тракторист ăсталăхĕ туптансах пыни куçкĕрет.

Пуйăсра сипленнĕ

Тĕрĕссипе, ăмăртусене хутшăнас тĕллев те тытман Алена. Трактор прави пуррине пĕлсе ăна чиновниксем хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхмашкăн сĕннĕ. Республикăра çăмăллăнах мала тухнă çамрăк механизатор.

Новосибирск облаçне кайиччен хытах чирленĕ. Кĕлетке температури хăпарнине пăхмасăрах çула тухнă вăл. Пуйăсра та сипленме чарăнман. Тăрăшни харама кайман. Çĕнтерÿçе сумлă парнесемпе чысланă. Никитинсем патне кĕрсенех Аленăн медалĕпе дипломĕ куç тĕлне пулать. Пысăк çуртра телевизорпа мультиварка та хăйсен вырăнне тупнă.

Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисене нумайăшĕ кашни çулах хутшăннине пĕлнĕ Алена. Халĕ ĕнтĕ вăл малашне те çакнашкал ăмăртусенчен юласшăн мар.

Лара-тăра пĕлмен Аленăн, ахăртнех, кун иртни те сисĕнмест. Трактор-машинăпа тĕрлĕ çĕре çитнисĕр пуçне Мăн Сĕнтĕр райповĕн Шатракассинчи лавкка пуçлăхĕнче тăрăшать вăл. Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче бухгалтера вĕренни ĕçе йĕркелесе пыма пулăшнине палăртать çамрăк.

Килти юсав ĕçĕсемшĕн те яваплă вăл. Акă нумаях пулмасть линолеум сарнă, обой улăштарнă, çĕнĕ сĕтел-пукан саккас панă. "Алена суйланă", — теççĕ çывăх çыннисем илемпе киленнине асăрхаса.

Ялти ирĕклĕх, уçă сывлăш илĕртнĕрен хула пурнăçне килĕштермест Алена Никитина. Вăл çак тăрăхри Геннадий Черепановпа туслă. Ĕçре те, канура та юнашарах иккĕшĕ. Новосибирск облаçĕнчи ăмăртусене те пĕрлех хутшăннă вĕсем. Геннадий арçын механизаторсен хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Ку та пăшăрханмалли кăтарту мар.

Пĕлтĕр утă пуçтарса кĕртсен Алена Никитинăпа Геннадий Черепанов юл-ташĕсемпе пĕрле Абхазире каннă. Кăçал та тинĕс хĕрринчи ырлăхпа киленесшĕн çамрăксем. Аленăн асламăшĕ Валентина Гурьевна та вĕсемпе çула тухас ĕмĕтпе пурăнать.

Ашшĕн çулĕпе

Алена Никитина ашшĕн ĕçне малалла тăсать. Кил хуçи Александр Николаевич виçĕ çул каялла çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлсан çухалса кайман унăн çывăх çыннисем. Килти техникăна сутасси шухăшра та пулман вĕсен. Çавăнпах çамрăклах трактор рулĕ умне ларнă хĕр.

Александр Никитин фермер, пред-приниматель çĕр ĕçне килĕштернĕ. Çулленех 8-9-шар гектар лаптăкра купăста çитĕнтернĕ, курăк çулса илнĕ. Унсăр пуçне автосервис тытса тăнă вăл.

Халĕ Никитинсем нумай çул çитĕнекен курăк акса хăварасшăн. Малтанхи пекех вăкăр усрама пуçласшăн. Вăр-варскерсем пысăк лаптăкра ыхра лартнă. Вăл та тупăш кÿрессе шанаççĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Марина ТУМАЛАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.