Инвестици канашĕн ларăвĕ: çамрăксене 25 пинпе илĕртеймĕн

18 Авăн, 2018

Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, бюджета хывакан налуксен виçине ÿстересси, çынсен тупăшне пысăклатасси… Вăл е ку проекта «симĕс çутă» панă май влаçсен чи малтан çак тĕллевсене тĕпе хумаллине çирĕплетсе уçрĕ ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канашăн паянхи ларăвне регион ертÿçи Михаил Игнатьев.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, республика инвестици илĕртÿлĕхне хакламалли критерисемпе, çав шутра наци рейтингĕн кăтартăвĕсемпе темиçе çул ĕнтĕ çĕршыври субьектсен малти теçеткине кĕрет. Ку чăнлăхпа килĕшсе тăнине Чăваш Ене килекен хăнасем те çирĕплетеççĕ. Анчах Михаил Игнатьев çакна та йышăнать: республикăна пысăк инвестицисем хывассишĕн, кунта хаклă проектсем пурнăçлассишĕн хыпса çунакан предпринимательсен черечĕ çук. Эппин, вĕсем килессе кĕтсе ларни вырăнсăр, влаçсен хăйсен те унашкаллисене çине тăрса шырамалла, чĕнмелле. Вĕсем кунта производство йĕркеленĕ май çынсене йĕркеллĕ шалу тÿлеччĕр: «Паян уйăхри 25 пин тенкĕпе яш-кĕрĕме илĕртме питĕ йывăр…»

Темăна тăснă май Михаил Игнатьев çамрăксем лайăх ĕç укçи шыраса Мускава туртăннине палăртрĕ, çав вăхăтрах тепĕр майлă тĕслĕхсем пурри кăмăла çĕклет. Пĕр тĕслĕхпе паллаштарчĕ: Татьяна ятлă хĕр çĕршывăн тĕп хулинче банкра ĕçленĕ. Ача çуратма хатĕрленнĕ май банк паракан çăмăллăхлă кредитпа усă курса тăван Чăваш Енре, Шупашкар районĕнче, производство йĕркеленĕ — перчеткесем туса кăларма тытăннă:

Уйăхра — 1,2 миллион, çулталăкра 15 миллион мăшăр перчетке кăлараççĕ. Станоксем кунĕн-çĕрĕн, çулталăкра 363 кун, ĕçлеççĕ: кану кунĕсем иккĕ кăна — Çĕнĕ çул уявĕнче. Хăйсен продукцине Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи çĕршывсене çеç ăсатмаççĕ, Европĕрлĕх сертификатне илнĕ, халь тавар Европăри çĕршывсене те каять. Перчеткесен хакĕ — 6-10 тенкĕ, посредниксем вара туянса виçĕ хут хаклăрах сутаççĕ. Пĕчĕк кăна тĕслĕх…

Тепĕр тесен пĕчĕккисем кăна мар, пысăккисем те пур. Канаш тишкернĕ проектсенчен пĕрин «авторĕсем» хăйсен ĕçченĕсене вăтамран 32 пин тенкĕ тÿлеме шантараççĕ. 156 ĕç вырăнĕ йĕркелемелле. Чăн та, строительствăна 22-мĕш çулта вĕçлеме палăртнă та — унччен хайхи 32 пин тенкĕ пуса ан çаврăнтăрах.

Сăмах Шупашкар çумĕнче, Ишлей тăкăрлăкĕнче, пысăк калăпăшлă блоксенчен тăракан çурт-йĕр строительствин заводне тăвасси пирки пырать. «ОБД завочĕ» ООО «Чăвашкабельпе» пĕрле хатĕрленĕ проекта пурнăçламалли инвестици калăпăшĕ 693 миллион тенкĕпе танлашмалла. Завод директорĕ Владислав Иванов палăртнă тăрăх, пысăк блоксенчен çĕклекен çурт-йĕр перекетлĕрех, блоксене /çурт пÿлĕмĕсене/ завод условийĕсенче хатĕрленине кура строительство пахалăхĕ те лайăхрах пулĕ. Паллах, строительство та чылай хăвăртланать — 17 хутлă çурта хăпартса лартма икĕ уйăх таран кăна кирлĕ. Çĕнĕ çуртсем çĕкленмелли адрессем те паллă ĕнтĕ. Вĕсен шутĕнче Владислав Васильевич тĕп хулари пурăнмалли «Акварель», «Кĕмĕл çăл куçсем», «Олимп» комплекссене, ыттисене асăнчĕ. Тепĕр тесен хайхи блоксенчен коттеджсем, сахал хутлă çуртсем çĕклеме те меллĕ — пĕчĕк хуласенче, ял-поселокра та усă курма пулать.

Тепĕр проект — «БКР» ОООн Шупашкарти индустри паркĕн территорийĕнче «BERSERKER» маркăпа хурçă алăксем туса кăларакан пысăк технологиллĕ завод строительстви. Унăн лаптăкĕ 1,3 гектарпа танлашмалла, инвестици калăпăшĕ — 125 миллион тенкĕ. Çĕнĕ 50 ĕç вырăнĕ пулмалла. 

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас