Инвалидсене - Пенси фончĕн пулăшăвĕ
Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн, декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пенси фончĕн районсен хушшинчи Çĕнĕ Шупашкарти управленийĕнче хевтесĕр çынсене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнассине мĕнле йĕркеленипе паллашрĕç.
Василий Агейкин производствăри инкеке лексе пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнă. Хăй тĕллĕн çÿреймест, çапах та куçăмлă пулмашкăн ăна патшалăх тивĕçтернĕ автомашина пулăшать. Çав кун арçын пенси службин управленине уйăхри укçа тÿлевне илме хăйĕн «Жигулийĕпе» пычĕ. Кÿме çине куçса ларса çурта кĕнĕскер, çĕклекен ятарлă хатĕр пулăшнипе пусма картлашкисене çăмăллăнах парăнтарса иккĕмĕш хута хăпарчĕ, специалистпа тĕл пулчĕ.
Кÿмепе çÿрекен инвалидсем валли пусма картлашки тăрăх хăпармалли хатĕрсемпе Пенси фончĕн уйрăмне патшалăхăн «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» программипе килĕшÿллĕн тивĕçтернĕ. Халĕ вĕсемпе Çĕнĕ Шупашкарти, Вăрнарти, Йĕпреçри, Муркашри, Пăрачкаври, Тăвайри управленисенче усă кураççĕ.
Пенси фондĕнче куçса çÿреме кансĕррисен йышне кĕрекенсем валли пандуссем вырнаçтараççĕ, машинăсем лартмалли вырăнсем уйăраççĕ, пÿлĕмсене вĕсене юрăхлă майлаштараççĕ.
Хевтесĕр çынсем Пенси фончĕн пулăшăвне тĕрлĕ майпа илееççĕ. Чи меллисем - Интернет пулăшнипе килтен тухмасăр тивĕçнисем. Пенси фончĕн сайтĕнче /www.pfrf.ru/ электрон йышăну урлă ыйту пама юрать - çапла майпа граждансен çырăвĕсен çуррийĕ ытла çитет.
Компьютерăн тÿлевсĕр Skype программипе усă курса курав çыхăнăвĕпе те консультаци илме май пур. Асăннă пулăшупа РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ ĕç кунĕсенче 13-16 сехетсенче тивĕçтерет. Унăн паха енĕсене 120 çын туйса илнĕ те ĕнтĕ. Федераци çăмăллăхçисен шутне кĕрекен инвалидсем патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче соцпакет илес е ăна хирĕçлес, Пенси фончĕн пулăшăвне тивĕçес йĕркепе паллашаяççĕ.
Электрон мелсене пурнăçа кĕртнипе пĕрлех граждансене халĕччен йышăннă майсене те çĕнетсе пыраççĕ. Тĕслĕхрен, республикăра çынсен ĕç тата пурăнакан вырăнĕсенче, çав шутра инвалидсен общество организацийĕсенче, Пенси фончĕн 507 консультаци пунктне йĕркеленĕ. «Васкавлă лини» телефонĕсемпе ыйтăва уçăмлатаççĕ.
Куçса çÿрекен /мобильлĕ/ клиент службисем ялсене тухса çÿреççĕ, инвалид кăмăлне шута илсе килне пыраççĕ. Сăмах май, вырăнта ирттернĕ йышăнусенче тишкернĕ ыйтусен çуррийĕ - сусăрсем хускатнăскерсем. Медицинăпа социаллă экспертизăн врачĕсем граждансене вырăна тухса тĕрĕсленĕ чухне Пенси фончĕпе пĕрле «пĕр чÿрече» мелĕпе ĕçлеççĕ: инвалидлăх ушкăнне палăртаççĕ тата пенсипе ытти тÿлев валли заявлени йышăнаççĕ.
Пенси фончĕ Чăваш Республикинчи 90 пине яхăн пенсионера уйăхсерен пенси тата укçа тÿлевĕ палăртса парать тата тÿлесе тăрать.
Пенсипе уйăхри укçа тÿлевĕн виçисем инвалидлăх ушкăнĕпе çыхăннă, уйăхсерен сусăрсем вăтамран 11,6 пин тенкĕ илеççĕ. Çарта аманнисем тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса инвалида тухнисем - çав виçерен виçĕ хута яхăн пысăкрах. Инвалид ачасем тата пĕчĕкренпех пĕрремĕш ушкăн инваличĕсем - 10,4 пин тенкĕ /унсăр пуçне вĕсене уйăхри укçа тÿлевĕ параççĕ - 2,1 пин тата 2,9 пин/. Социаллă пенсие республикăра 6,7 пин сусăр ача тата пĕчĕкренпех пĕрремĕш ушкăн инваличĕ илсе тăрать.
Сусăр ачана е пĕчĕкренпех пĕрремĕш ушкăн инвалидне пăхакан вăй питти, анчах ĕçлемен ашшĕ-амăшне /усрава илекене/ уйăхсерен паракан 5500 тенкĕ компенсацие республикăра 3 пине яхăн çын тивĕçет.
Валентина ИЛЬИНА