Инвалидсен кунне халалласа "çавра сĕтел" иртрĕ

29 Чÿк, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕ чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче ачасен реабилитаци центрĕнче инвалидсен кунне халалланă «Эпир — тĕрлĕрен, çапах та пĕрле» «çавра сĕтеле» хутшăнчĕ.

Регион ертÿçи Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский чи малтанах социаллă учрежденин адаптаци тата сиплев физкультурин залĕсемпе,театр студийĕпе, сусăр ачасен пултарулăх ĕçĕсен куравĕпе паллашрĕç.

«Çавра сĕтел» хушшинчи калаçу пуçаруллă иртрĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту — инвалидсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернисĕр пуçне обществăна вĕсен ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмашкăн асилтерсси, сусăрсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмашкăн тăрăшасси, пурте усă курма пултаракан хутлăха вĕсемшĕн меллĕрех тăвасси. Ку енĕпе республикăра тимлĕ ĕçлеççĕ пулин те кăмăла пăсакан тĕслĕх çав-çавах çук мар: спорт сооруженийĕсене е ытти хăшпĕр учреждение пырса çÿремешкĕн, автобус-троллейбуса лармашкăн, кÿмеллĕ сусăрсене нумай хваттерлĕ çурта тухса кĕмешкĕн кансĕр тата ытти те.

«Çавра сĕтел» хушшине пухăннисем ĕçлĕ калаçăва вĕçленĕ май чылай çитменлĕхе пĕрлехи вăйпа сирме пултарнине палăртрĕç: кашни çыннăн кулленхи пурнăçра хевтесĕрсем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалла кăна.

Комментари хушас