Интернетри кирпĕчсем
КРИМ

Пĕтĕм тĕнчене çавăрса илнĕ «эрешмен карти» нумайăшне йăлăхтармăш «спампа» тарăхтарать. Хăшĕсене вара чылай йывăртараххи лекет. Калăпăр, кирпĕч...

Шупашкар çыннине 600 пин ытла тенкĕлĕх лартнă та - çав ултавçă ентешĕмĕрĕн вăл пирвайхи посылкăна уçнă хыççăнхи сăнне курассишĕн самай хаклă тÿлеме хатĕрччĕ пуль. Унăн тем тесен те кулăш туйăмĕ пур. Предпринимательтен аванс шучĕпе пĕтĕм тÿлеве илнĕ хыççăн ăна нимĕн те ярса памасса пултарнă вĕт. Ку вара ярса панă. Чăн та, предприниматель туяннă тавара мар - кирпĕч /сăн ÿкерчĕк/ ăсатнă.

Çапла, Шупашкар бизнесменĕ Мускавран пачах урăх тавар кĕтнĕ. Çĕнĕ çул умĕн вăл Интернетра илĕртÿллĕ пĕлтерÿ асăрханă. Йÿнĕпе курттăммăн сигарет туянма сĕнеççĕ! Хакĕ чăннипех пĕчĕк те - ентешĕмĕр сутуçăпа курнăçса калаçма пĕр тăхтамасăр Мускава вĕçтернĕ. Ыттисем туяниччен ĕлкĕрес тесе хыпаланнă ĕнтĕ.

Тавара тÿрех илсе килеймен. Ăна сутакан çын клиента ÿкĕте кĕртнĕ: сигарет партийĕ халь-халь склада килмелле, эсĕ укçа куçарса парсанах транспорт компанийĕ урлă Шупашкара ăсатăп... Çапла алă çапса килĕшнĕ. Арçын тăван ене таврăннă, хăй пĕлмен çынсен банкри вăхăтлăх шучĕсем çине икĕ кун укçа куçарнă. Пĕтĕмпе - 640 пин тенкĕ. Йÿнĕпе кÿрекен сигарета кунта сутса сахалтан та 300 пин тенкĕ услам тума ĕмĕтленнĕ. Шел, ĕмĕчĕ тÿрре тухман.

Транспорт компанийĕ, чăнах та, груза палăртнă вăхăтра илсе килнĕ. Анчах курупкасенче сигарет мар иккен - кирпĕч тултарнă! Тÿрех полицирен пулăшу ыйтнă. Оперативниксем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх - кунтан куçарнă укçана чăннипех Мускавра илнĕ. Çавна май Чăваш Енре ирттернĕ тĕрĕслев материалĕсене тĕп хулана ярса пама тивет-тĕр - преступлени пулнă вырăнта тĕпчĕç. Полицин 4-мĕш пайĕн уголовлă шырав оперуполномоченнăйĕ Алексей Савкин каланă тăрăх - банкри вăхăтлăх шутсенчен пĕрне уçма усă курнă паспорт чылайранпа шыравра. Çавна май «виртуаллă» табак сутуçи преступлени тума тĕплĕ хатĕрленни куç кĕрет.

ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕнче вара Интернетра юлашки вăхăтра ултав мелĕсем вăй илсе пынине палăртаççĕ. Хăш-пĕр çын автомобиль сутма пĕлтерÿ паракансен вăлтине çакланать. Йÿнĕ те - укçа куçарса параççĕ. Çакăн хыççăн «сутуçăсем» тÿрех çухалаççĕ. Теприсене йÿнĕпе дизтопливăпа тивĕçтеретпĕр тесе шăнман пăр çине лартса хăвараççĕ. Нумаях пулмасть Улатăр çынни чикĕ леш енчи пĕр сайтра пĕчĕк хакпа 15 фотоаппарат туянасшăн пулнă. Унта пысăк укçа куçарса панă. Тавар кĕтсе илеймен те - полицие кайма тивнĕ.

Оперативниксем ансат канаш параççĕ: нихăçан та ăса çухатмалла мар. Ытла та йÿнĕ - эппин, виртуаллă анлăшра мĕн те пулин туянас кăмăллă çыннăн иккĕленÿ çуралмалла. Шанчăклă сайтсемпе кăна ĕçлĕр, таваршăн малтанах тÿлеме ыйтакансемпе ан çыхланăр.


Ольга ПАВЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.