Инсульт çинчен кашнин пĕлмелле

11 Чÿк, 2015

Пĕтĕм тĕнчери инсультпа кĕрешмелли кун, юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Шупашкарти суту-илÿ çурчĕсенчен çиччĕшĕнче «Юн тымарĕн патрулĕ» акци иртрĕ.

Инсульт çинчен кашни çыннăн пĕлмелле. Çавăнпа тухтăрсемпе волонтерсем халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче çитĕннисене кăна мар, çул çитменнисене те амак пирки каласа пама тĕллев тытнă - аптраса ÿкнĕ аслашшĕ-асламăшне е кукашшĕ-кукамăшне асăннă чир çапса антарнине мăнукĕ уйăрса илме пултартăр тата кирлĕ самантра «васкавлă пулăшăва» чĕнсе илейтĕр.

Акцие пуçаруллă хутшăнчĕç

Çав кун суту-илÿ çурчĕсенче вăй хуракан тата вĕсен пулăшăвĕпе усă куракан 1350 çын юн пусăмне тĕрĕслеттерчĕ тата сывă пурнăç тытса пымалли сĕнÿсене тивĕçрĕ.

Хулари 1-мĕш клиника больницин медицина ĕçченĕсем, тĕслĕхрен, Суту-илÿпе курав центрĕнче профилактика мероприятийĕсем йĕркелерĕç, инсульт теветкеллĕхĕн тĕп факторĕсене палăртмашкăн диагностика турĕç: юнри глюкоза тата холестерин шайĕсене уçăмлатмашкăн экспресс-анализ ирттерчĕç, юн пусăмне, çыннăн антропометри кăтартăвĕсене виçме вĕрентрĕç.

Артери гипертензийĕ, тĕрĕс мар апатланни, юн тымарĕсен атеросклерозĕ тата сахăр диабечĕ пуç миминчи юн çаврăнăшĕ сасартăк пăсăлнин тĕп факторĕ пулса тăраççĕ. Тухтăрсем çынсемпе хутшăннă чухне çакăн пирки тĕплĕн ăнлантарчĕç тата профилактика сĕнĕвĕ пачĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.