Инспектор суд умне тăрать

22 Пуш, 2014

Тăвай районĕн прокуратури айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ ĕнтĕ, ДПСăн 39 çулти инспекторĕ Владислав Филиппов кĕçех суд умне тăчĕ. Хальлĕхе ун тĕлĕшпе килти арест мелĕпе усă курнă.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн Филиппова çуран çынна таптанă тĕслĕхпе çыхăннă материала тишкерме панă. Айăпли хăйĕн йыснăшĕн тăванĕ пулнине пĕлнĕ те - ăна административлă яваплăхран хăтарас тенĕ. Документа пунеттей вырăнне хăй алă пуснă, айăплин ăнлантарăвне тĕрĕс мар кăтартусем кĕртнĕ. Çакăншăн ăна пĕр кĕленче шурă эрехпе «хавхалантарнă». Шар курнă хĕрарăм ун патне пĕрре кăна мар килнĕ, анчах инспектор ăна судпа медицина тĕрĕслевне яман, йышăну тĕлĕшпе çăхав ан çыртăр тесе ăна айăплин ячĕпе 5 пин тенкĕ сĕннĕ. Хĕрарăм право хуралĕн органĕсенчен пулăшу ыйтсан айăплине административлă майпа явап тыттарнă - штрафланă.

Следстви инспектор саккуна пăснин тепĕр тĕслĕхне те тăрă шыв çине кăларнă. Пĕлтĕрхи çулла Филиппов автостанци патĕнче пĕр арçын тытса пыракан машинăна чарнă. Руль умĕнчискерĕн водитель прави çумра мар иккен. Инспектор автомашинăна полици уйрăмне илсе кайнă, арçынна маларах водитель удостоверенийĕсĕр хăварнине тĕрĕслесе пĕлнĕ те унран взятка ыйтнă. Хăйĕн лавкка сутуçи умĕнчи 8,2 пин тенкĕлĕх парăмне татма сĕннĕ.

Йĕркене пăснă водитель хăйне административлă майпа арестлесрен шикленсе 5 пин тенкĕ тÿлеме килĕшнĕ. Филиппов ăна лавккана хăй илсе кайнă, арçын сутуçа 5 пин тенкĕ панине курса ĕненнĕ, çакăн хыççăн машинине парса янă.

Уголовлă ĕçе Вăрмар районĕн судне тишкерме ярса панă ĕнтĕ.


Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.