Инкек-синкек куçа курăнса килмест

9 Çĕртме, 2015

Чăн та, хăвăнпа хăçан мĕн пулса иртессе нихăçан та пĕлместĕн. Çула тухсан - уйрăмах та. Çул-йĕр правилисене пăхăнакан та чипер пынă çĕртех аварие çакланма пултарать. Хăшĕ-пĕрин айванлăхне пула çулсерен çул çинче вуншар-çĕршер инкек пулать. Вилекенсен шучĕ вара миçе пине çитет-ши? Çак ыйтăвăн хуравĕ, паллах, хăратать.

«Вандалсем пек хăтланнă-çке»

- Аслă çул çине тухмассерен чĕре йăшкама пуçлать, куççуль капланса килет, куç умне аварире вилнĕ ывăлăм тухать, - сăмах пуçарчĕ манпа автобусра юнашар ларса пыракан хĕрарăм. - Юратнă ывăлăм ку тĕнчепе сывпуллашнăранпа 5 çул та çитет ĕнтĕ, пурпĕр чунăм ыратать. Вăл 20 çултах пире «пăрахса кайнăшăн» хама-хам кашни кун ÿпкелетĕп, Çÿлти Турă умĕнче мĕнпе айпа кĕчĕ-ши тетĕп. Ывăлăм вилнине пĕлсен кăвак тÿпе çĕр çине йăтăнса аннăн, çуллахи ешĕл çутçанталăк хуралса ларнăн туйăнчĕ. Куляннипе ал-ура утми, чĕлхе-çăвар пуплейми, кун-каçа йĕре-йĕре куç курми пулчĕ. Чун-чĕрере усал çил-тăман алхасрĕ, асар-писер аслати кĕмсĕртетрĕ. Мĕн илтни те хăлхана кĕмерĕ, çын ырă сунни те ăша вырнаçмарĕ. Ывăлăм вилнĕ вырăнта палăк лартни те чуна лăплантараймарĕ. Вăхăт сиплет теççĕ. Чăн та, майĕпен эпĕ те çын ретне тăтăм, çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа пурăнма пуçларăм. Паллах, пысăк хуйхă-суйхă ĕмĕрлĕх суранлатса хăварчĕ, пурăнас кунçулăма та кĕскетрĕ пулĕ. Анчах иртнĕ çул каллех тепĕр инкек сиксе тухрĕ. Пĕррехинче çапла район центрне кайма тухрăм. Ывăлăм ячĕпе лартнă палăка курас тесе яланхи пекех автобусăн малти ларкăчĕ çине вырнаçрăм. Анчах... Ак япала, палăк вырăнта çук! Ăçта кайса кĕнĕ! Тен, курса юлаймарăм автобус хăвăрт пынăран. Йăлт аптраса ÿкрĕм. Автобусран анса юлтăм. Хашка-хашка каялла палăк патне васкарăм. Çитрĕм те - чутах йăванса каймарăм: палăкăн никĕсĕ кăна тăрса юлнă. Кам хăйнă ватма, çĕмĕрме?! Кама кирлĕ пулнă? Эх, намăссăрсем! Нимĕнрен те хăрамаççĕ! - кăшкăрашрăм нимĕн тума аптранă енне чунсăр машинăсем вăшлатса иртнисĕр пуçне никам та çук пулин те. Çак тапхăртанпа каллех канăçа çухатрăм, çулталăк çитет ĕнтĕ - чунăм халĕ те лăпланаймасть, - ассăн сывларĕ хĕрарăм. - Каярах çакна пĕлтĕм: çул çинче палăк лартма чарнă иккен, пуррисене пуçтарма хушнă. Палăка эпир çул хĕрринчи чăтлăхра тупрăмăр. Ытла та ирсĕррĕн хăтланнă-çке вĕсем! Инкек курнă тăванĕсен чун-чĕрин ыратăвне те шута хуман.

Çак хĕрарăмăн ятне-шывне те ыйтмарăм. Тĕрĕссипе, пĕлтерĕшлĕ-и унăн ятне пĕлни? Вăл - ывăлне çухатнă амăшĕ! мана та шухăша ячĕ. Пирĕн çемьене те çак хуйхă амантса хăварчĕ. Пĕр кунрах икĕ çамрăк, 22-ри тата 17-ри пиччĕшĕпе шăллĕ, аварире вилчĕ-çке! Калама çук пысăк çухату! Вăй питти икĕ каччă çĕр айне кĕрсе выртрĕç. Кунашкал тĕслĕх, паллах, Раççейĕпе темиçе те пулĕ. Упăшкипе арăмĕ, ывăлĕпе ашшĕ т.ыт. вилни çинчен пĕрре мар илтнĕ. Çемйипе пĕтекенсем те сахал мар пулаççĕ çул инкекĕсенче.

 

Çын хуйхине кам ăнланĕ

Аварире вилнисене асăнса çул хĕррипе палăк лартасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Çавăнпа чылайăшĕ тăванне халалласа хĕрес е палăк лартма васкать. Эпир те çаплах турăмăр: тепĕр çул пĕртăвансен ячĕпе палăк лартрăмăр. Паллах, çакна хирĕçлекен ятарлă йышăну ун чухне пулман-ха. «Пурте лартаççĕ те - эпир вара мĕнрен кая?» - шухăшланă, ахăртнех, çав тапхăрта. Асăну палăкĕ-çке вăл. «Хăйĕн тимсĕрлĕхне е çын айăпне пула инкек пулнă-и - пĕлтерĕшлĕ мар. Çыннăн чунĕ тухнă вырăн. Вăл çакăнтах вĕçсе çÿренĕн туйăнать. Палăк çук та - эпир те манса пыратпăр. Ют çын вара пачах та аса илмест», - тенĕччĕ çывăх тăванăм.

Хуларан яла час-час çÿренĕ май автобусра ларса пынă чухне куç хăех чÿрече еннелле пăхать: çутçанталăк илемĕпе киленес килет-çке. Анчах тавралăха сăнаса пынă май трасса хĕррипе çул инкекĕнче вилнисене асăнса лартнă палăксем, чечек кăшăлĕсем çине-çинех куçа тăрăнаççĕ. Питĕ йышлă вĕсем. «Çак ÿкерчĕке курсан чун çÿçенсе илет, ыттисен те кăмăлĕ, ахăртнех, хуçăлать», - вуланăччĕ пĕр сайтра икĕ çул каяллах. Çак хыпарçăранах çул çинче палăксем лартма чарни çинчен пĕлтĕмĕр. Сăлтавĕ - вĕсем çул-йĕр паллисен йĕркине пăсаççĕ имĕш. Ун чухне хальхи палăксене пĕтерместпĕр тесе шантарнă пулать çул-йĕре пăхса тăракансем, анчах та тепĕр тапхăртан эпир урăх ÿкерчĕк куртăмăр: палăксене пуçтарчĕç. Палăка тăпăлтарса йывăç айне кайса пăрахни пирĕн чĕрене те çĕçĕпе чикнĕнех туйăнчĕ.

«Çын вилнĕ вырăнта тăванĕсем палăксем лартнă май çул хĕрри масара çаврăнса пырать», - тесе çырнăччĕ пĕр хаçатра. Килĕшме пулать: кашни виçĕ утăмра - палăкчĕ. Чăнахах та, вĕсене лартма чарман пулсан мĕн патне пырса тухăттăмăр. Анчах... аварире çывăх çыннисене çухатнисен чунĕсене кам ăнланĕ-ши? Çак инкекпе куçа-куçăн «тĕл пулсан» кăна тĕрлĕ хушу-саккун кăларакансем тата чăн-чăн вандалсем пек хăтланакансем, хирĕçлесе çыракансемпе тĕн-тĕшмĕше ĕненменнисем - пирĕн хуйха ăнланĕç пулĕ!

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.