ИММУНИТЕТА ПАЯН ВЁЙЛАТМАЛЛА

 

Çанталăк сивĕтсе пынă май шăннипе пулнă чирсен шучĕ те ÿсет. Çавăнпа иммунитета вăйлатмалли ĕçсене паян тытăнмалла. Хĕлле, эпидемисен вăхăтĕнче, кая юлатпăр. Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн врачне Л.В.АГЕЕВĂНА ку тĕлĕшпе мĕн-мĕн тумалли çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр.

- Лариса Валерьевна, иммунитет пире мĕнрен хÿтĕлет?

- Иммун тытăмĕ организма тулаш сывлăшпа, апатпа, ÿт урлă лекекен хăрушлăхран - бактерисенчен, вируссенчен, паразитсенчен, наркăмăшсенчен - сыхлать. Унсăр пуçне шалти хăрушлăхран та - рак клеткисенчен, холестерин пухăнасран, ирĕклĕ радикалсенчен...

Шел те, час-часах эпир хамăрăн иммунитета хамăрах сиен кÿретпĕр. Инсектицидсемпе, гербицидсемпе, радионуклидсемпе вараланнă тавралăх, сывлăш, шыв, апат тата электромагнит пайăркисем иммун тытăмне пусараççĕ. Анчах тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ палăртнă тăрăх - ку хальхи этем сывлăхне 10-12 процент кăна витĕм кÿрет. Пирĕн пурнăç йĕрки вара - 50 процент ытла. Кунта тĕрĕс мар апатланни, сахал хускални, хăш-пĕр эмеле тĕлли-паллисĕр ĕçни, стресс, сиенлĕ йăласем кĕреççĕ. Апла тăк чирсемпе кĕрешесси больницăра мар, килте пуçланмалла! Чир профилактики чылай лайăхрах кăтартусеме тата чылай йÿнĕрех пулнипе палăрса тăрать.

- Иммунитета мĕнле ÿстерме пулать?

- Паллах, тĕп вырăнта тĕрĕс апатланни тăрать. Çителĕксĕр пĕр енлĕ апатланни те, рационран çусене кăларни те, çирĕп диетăна пăхăнни те, ытлашши çисе лартни те иммунтета хавшатаççĕ. Кĕркунне кирек мĕнле диетăна та пăрахăçламалла, мĕншĕн тесен ку тапхăрта апат шайлашуллă пулмалла.

- Апла иммунитетăн чи лайăх тусĕсене аса илер-ха.

- Пĕрремĕш вырăнта - шыв! Таса шыв çителĕклĕ ĕçни организмăн энерги тытăмне шайлашура тытса тăма пулăшать. Шывсăр апат йĕркеллĕ ирĕлеймест, организм пачах ĕçлеймест.

Иккĕмĕш вырăнта - йÿçнĕ сĕт çимĕçĕсем. Паллă вырăс ăсчахĕ, Нобель премийĕн лауреачĕ Илья Мечников сĕт микробĕсем нумай пулни çĕрĕк микробĕсене аталанма паманнине çирĕплетнĕ. Çавăнпа пурнăçа тăсма рациона кефир кĕртме сĕннĕ. Юлашки тĕпчевсем кунне 150 грамм кефир е таса йогурт ĕçни шăнса пăсăлас, пыршăлăх чирлес, ÿт пăсăлас хăрушлăха чакарнине кăтартса параççĕ.

Виççĕмĕшĕ - ыхра. Вăл иммунитета ÿстерекен çимĕçсем хушшинче чи хăватли шутланать. Ыхра чылай вируса пусарать, усал шыçăран хÿтĕлет. Унри çыхăнусем - инулинпа аллицин - тĕрлĕ бактерие /стафилококк, стрептококк, сальмонелла/ пĕтереççĕ. Ыхра çавăн пекех туберкулез, дифтери, тиф пуçаракансене, пыршăлăх паразичĕсене вăй илме памасть.

Малалла - витаминсемпе, минералсемпе, эфир çăвĕсемпе, углеводсемпе, клетчаткăпа пуян улма-çырла. Çырласене тĕрлĕ тĕс кĕртекен пигментсем сывлăхшăн питĕ усăллă хăватлă антиоксидантсем пулса тăраççĕ.

Çавăн пекех тинĕс пулли /тĕслĕхрен, лосось е тунец/ çинчен те манмалла мар. Çак пулăсен çăвĕнче иммунитетшăн яваплă шурă юн клеткисене туса кăларма кирлĕ япаласем, омега-3 çуллă йÿçексем пур. Омега-3 юн тымарĕсене холестерин тăхисенчен тасатать, çапла майпа чĕре чирĕсен хăрушлăхне чакарать. Пулла шывпа е пăс çинче пĕçермелле.

Иммунитета сыхласа хăварма какайри, пулăри, пăрçа йышшисенчи тулли белоксем те пулăшаççĕ. Какайпа пулла кашни кунах çиме юрать, пăрçа йышшисене /пăрçа, шалча пăрçи е ясмăк/ - эрнере 1-2 хут.

Аминойÿçексемпе çуллă йÿçексемлĕ мăйăрпа хĕвелçаврăнăш тĕшши те кирлĕ.

Пыл тата. Вăл авалтанпах чи усăллă çимĕçсенчен пĕри шутланать. Чечек тусанĕ - çуллă йÿçексен çăлкуçĕ - иммун тытăмне çирĕплетекен ферментсем тата тутлăхлă ытти япаласем туса кăларма хутшăнать.

Сиенлĕ апатсем шутне вара фаст-фуд, консерв, сăрăсем, тутă кĕртекенсем, консервантсем хушнă çимĕçсем кĕреççĕ.

- Тата мĕнле мелсемпе усă курма пулать?

- Активлă хускану иммун тытăмне çирĕплетет, ифекцисемпе кĕрешме пулăшать. Гимнастика, чупни, ишни, нумай утни усăллă. Хăшне те пулин суйласа илме пултаратăр. Анчах йăлтах виçеллĕ пулмалла, организма ытлашши йывăрлăх сиен кÿрет.

Контраст душĕ, ăшă тата сивĕ шывсемпе черетлесе сапăнни ырă витĕмлĕ. Мунча, сауна усăллă.

Тĕпчевçĕсем туссемпе час-часах тĕл пулакан, тăвансемпе çывăх çыхăну тытакан, хирĕçÿсенчен пăрăнакан çынсен иммун тытăмĕ чылай çирĕпреххине асăрханă.

Юлашкинчен - сиенлĕ йăласем пирки. Вĕсемпе çине тăрсах кĕрешмелле! Пирус туртни, эрех нумай ĕçни, ытлашши çисе лартни е çирĕп диетăна пăхăнни иммунитета япăх витĕм кÿреççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.