Илемлĕ-çке тăван тăрăх...
Çĕнĕ Эйпеç - Елчĕк районĕнчи чи илемлĕ, ешĕл те хăйне евĕрлĕ хăтлă вырăн. Çакăн пек чыса кăçал 150 çул тултарнă ял иртнĕ ĕмĕр варринчех, В.Чапаев ячĕллĕ колхозăн пахча çимĕç бригадирĕ Д.Воробьев СССР ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕнче бронза медаль илнĕ хыççăн, тивĕçнĕ. Дмитрий Андреевичран тĕслĕх илсе кашни уйрăм хуçалăхрах çавăнтанпа улма-çырла сачĕ ĕрчетме пуçланă.
Çĕнĕ Эйпеç кÿршĕллĕ Лаш Таяпапа, Кивĕ Эйпеçпе, Кавалпа е Аслă Пăла Тимешпе танлаштарсан пысăках мар. Кунта халĕ 300 яхăн çын пурăнать. Çĕнĕ Эйпеçсем хăйсен мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕпе тивĕçлипе мухтанаççĕ. Кунта çуралса ÿснĕ А.Федоров 1920 çулсенче Елчĕк район ертÿçинче, «Чăвашторг» пĕрлешĕвĕн директорĕнче тата ЧАССР социаллă хÿтĕлев халăх комиссарĕнче ĕçленĕ. Архип Федоровичăн ятне 1957 çулта республикăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Унăн çывăх юлташĕ биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ А.Байдуганов 1930 çулсенче Мускаври зоопарк директорĕн çумĕнче тата К.А.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕнче преподавательте вăй хунă. ЧАССР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Евполов «Слава» колхозăн комплекслă бригадирĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçлесе совет правительствин тăхăр орденĕпе медальне тивĕçнĕ.
Çĕнĕ ĕмĕр пуçлансан ял халăхĕ вырăнти колхоз председателĕн çумĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ çынна, Халăхсен Туслăхĕн орденĕн кавалерне Г.Туманова старостăна суйланă. Геннадий Тимофеевичпа унăн хастар та пуçаруллă ентешĕсем Çĕнĕ Эйпеçре Çимĕк кунĕнче ялăн 150 çулхи юбилейне ирттерчĕç.
Уява пухăннисене ял юбилейĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ А.Князев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Павлов, Чĕмпĕр облаçĕнчи «Эткер» фонд тата телекурав ертÿçи, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ О.Мустаев, кире пуканĕ спорчĕ енĕпе тĕнче чемпионĕ Ю.Карпов тата ыттисем саламларĕç.
Уяв хĕрсе пынă вăхăтра Çĕнĕ Эйпеçсен Мускавра пурăнакан ентешĕ, РФ Следстви комитечĕн аслă следователĕ, юстици генерал-майорĕ В.Журавлев килсе çитрĕ.
- Ял старости Геннадий Туманов алă пуснă йыхрава илсен ăна хамăн пуçлăха Александр Бастрыкина кăтартрăм. Вăл ирĕк панипе тÿрех тăван яла тухса килтĕм. Мĕн чухлĕ савăнăç кунта! Питĕ илемлĕ-çке манăн тăван ял, - савăнăçне пытараймасăр пĕлтерчĕ Владимир Николаевич.
Генерал-майор шухăшĕпе, паллах, Çĕнĕ Эйпеç ялĕн уявне хутшăннă кашни çын килĕшет.
Комментари хушас