ИККĔЛЕНМЕСĔР КĂЛАРСА ПĂРАХĂР

Савăт-сапа çумалли губкăна кашни эрнерех çĕннипе улăштармаллине пĕлетĕр-и? Ытларах вăхăт усă курсан вăл сывлăхшăн сиенлĕ. Тата мĕнле япаласене тăтăшрах улăштармалла-ха?

Шăл щетки

Виçĕ уйăхра пĕрре, шăрчĕн форми улшăннă пулсан тăтăшрах та, çĕннипе улăштармалла. Мĕншĕн-ха? Çăварти бактерисенчен хăтăлма. Нÿрĕ щетка çине лексен вĕсем хăвăрт ĕрчеме пуçлаççĕ, çакна пула гигиена хатĕрĕ сиен кÿме тытăнать. Микроорганизмсене аталанма парас мар тесен щеткăна шăрчĕпе çÿлелле тăратса упрамалла. Чирленĕ вăхăтра усă курнă щеткăна сывалсан тÿрех кăларса пăрахмалла. Пĕчĕк сăтăрçăсем шăл щетки çинче пĕр уйăхран кая мар пурăнаççĕ.

Савăт çумалли губка

Ăна эрнере пĕрре улăштармалла. Мĕншĕн тесен таса мар губка çинче бактери çав тери нумай. Вăл иммунитет вăйсăрланнă, аслă çулсенчи çынсемшĕн, ачасемшĕн уйрăмах хăрушă. Эрне тăршшĕпех кашни савăт-сапа çумассерен губкăна хуçалăх супăнĕпе çумалла. Çапла кăна унпа пĕр эрне шанчăклă усă курма пулать.

Вырăн таврашĕ

Минтер питне-простăне эрнере пĕрре тасипе улăштармалла, 3-5 çултан — çĕннипе. Вырăн таврашĕнче тусан сăвăсĕсем пухăнаççĕ, вĕсем аллергие пуçараççĕ, ыйха япăхлатаççĕ, ывăнчăклăха аталантараççĕ, сăмсана питĕрĕнтереççĕ, пыра шыçтараççĕ. Çавăнпа вырăн таврашне эрнере пĕрре вĕри шывпа çумалла, лайăх хĕртнĕ утюгпа якатмалла. Анчах 3-5 çултан простăнь-минтер пичĕ кивелеççĕ, çемçелеççĕ, тусан сăвăсĕсем хăйсене тата ирĕклĕрех туйма пуçлаççĕ.

Мунчала

Çут çанталăк материалĕнчен хатĕрленине уйăхра пĕрре çĕннипе улăштармалла. Вĕсем вăхăт иртнĕ май ÿтĕн вилнĕ клеткисенчен тасатайми пулаççĕ. Çавăнпа, бактерисем хăйсене нÿрĕк мунчала çинче лайăх туйнине пула, ÿт аллергийĕ аталанма пултарать. Синтетика мунчала вăхăчĕ — 3 уйăх, тинĕс губкин — 2 уйăх.

Минтер, утиял, матрас

Минтере — 2-3 çулта, утияла — 5 çулта, матраса 5-10 çулта çĕннипе улăштарсан лайăх. Лапчăнса ларнă матраспа минтер çинче çывăрни те мар. Тусан сăвăсĕллĕ утиял вара ыйха вĕçтерет. Минтер юрăхлипе юрăхлă маррине алăпа пуссах пĕлме пулать. Ăна хытă çĕре хумалла, варрине чышкăпа пусармалла та алла илмелле. Минтер форми 30 çеккунтран таврăнсан — юрăхлă-ха, çук пулсан — çĕннине туянма вăхăт.

Косметика, парфюмери

С витаминлă косметикăна, УФ-фильтрлă крема, куç хăрпăкне сăрламалли тушьсене — 3 уйăра пĕрре, куç таврашĕнчи ÿте пăхмалли хатĕрсене — 5 уйăхра пĕрре, нÿретекен, тутлăхлă кремсене, тональлĕ крема — 6 уйăхра пĕрре, пудрăна, куç хупанкине сĕрмелли сăрăсене, чĕрне лакне — çулталăкра пĕрре, помадăна, блеска — 1-1,5 çулта пĕрре, шампуне, душь кĕмелли геле 2 çулта пĕрре улăштармалла. Вăхăчĕ иртсен крем, помада е духи йÿçекленсе ÿте сиен кÿреççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.