Икĕ «ылтăн» тата пĕр «кĕмĕл»

24 Ака, 2018

Чăваш Енри кире пуканĕ йăтакан спортсменсем Воронеж хулинче регионсен хушшинче иртнĕ ăмăртуран икĕ ылтăн тата пĕр кĕмĕл медальсемпе таврăннă.

Тупăшăва 25 регионти 150 спортсмен хутшăнма кăмăл тунă. Пирĕн республика чысне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем, «Энергия» спорт шкулĕн вĕренекенĕсем — Раççей спорт мастерĕсем Алексей Ивановпа Александр Павлов, Евгений Малинников, Дмитрий Курчин, Димитрий Енедеров, Анастасия Александрова, спорт мастерĕн кандидачĕ Андрей Кузнецов — хÿтĕленĕ.

85 килограмлă виçе категрийĕнче Алексей Иванов — «ылтăна», Александр Павлов «кĕмĕле» тивĕçнĕ. Евгений Малинников медале 63 килограмлă виçе категорийĕнче илнĕ.

Маттурскерсем 25 регионти командăсен хушшинче 6-мĕш вырăна тухнă. Çамрăк спортсменсем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин патĕнче ăсталăхне туптаççĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас