Икĕ утăм малалла

17 Утă, 2017

Икĕ утăмĕ промышленноç аталанăвне пырса тивет. Пĕри, каялли, строительство отрасльне. Çакăн пирки тунтикунсерен ирттерекен паянхи планеркăра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та каларĕ: экономика аталанăвĕнче ырă туртăмсем палăраççĕ, çав вăхăтрах строительство тĕлĕшпе ыйтусем пур...

Промышленноç вăй илес çул çине тăнă — унăн индексĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 103% çитнĕ. Ÿсĕмлĕ ĕçлекен предприятисен шутĕнче вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвне, «Çеçпĕле», ЧМЗпа ЧЭАЗа, ыттисене асăнчĕ. «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем те йăл илеççĕ.

Ĕç укçи тĕлĕшпе пилĕк уйăхри кăтартусем хатĕр — республикăри вăтам шалу 23,1 пин тенкĕпе танлашнă, çулталăк каяллахинчен 8% хăпарнă. Ĕç укçин парăмĕсем чакнă — 16,6 миллион тенкĕ. Анчах çак парăмсем тĕпрен илсен панкрутлăх процедуринчи предприятисен.

Пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси вара, шел те, хавхалану кÿмест. Çулталăк пуçламăшĕнче пĕлтĕрхи чухлех, 630 пин тăваткал метр, çурт-йĕр хута яма палăртнă. Паян стройкомпанисем 1,2 миллион тăваткал метр çурт-йĕр тăвас енĕпе ĕçлеççĕ. Анчах вĕсемех калаççĕ: çынсем хваттер туянасси ниепле те унчченхи шая çĕкленеймест — çакă ура хума пултарать.

Вăраха пынă çумăрсем вĕçленчĕç, анчах чылай çĕрте анасем çав-çавах шывра-ха, нÿрĕ. Çумăрлă вăхăтра ял хуçалăх культурисем лайăх шăркаланайман, халĕ ку енĕпе условисем лайăх, çапах тырăсем 20% таран пушă тĕшĕллĕ пулма пултараççĕ. Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кăçал ĕççи чылай кая юлса килессине çирĕплетрĕ — утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче кăна комбайнсем уя тухаççĕ-тĕр.

Планеркăра ытти ыйтăва та пăхса тухнă.

Комментари хушас