- Чăвашла верси
- Русская версия
Икĕ алла пĕр ĕç
Тавралăх ешĕл кавирпе хупланчĕ пулин те çанталăк сивĕрех-ха. Акса-лартса хăварнисем те шăтса тухма ĕлкĕреймен. Кĕрхи ыхра вара çурхи варкăш çилпе хумханса ларать. Çумăрлă çанталăк ăна тарăн тымар ярса çитĕнме пулăшнă кăна темелле. Ыхра лаптăкĕ икĕ пĕвепе юнашар, айлăм вырăнта сарăлса выртать. Ун тавра пĕлĕтелле кармашнă йывăçсем ăна сивĕ çилтен, хĕртсе пăхакан хĕвелтен сыхлаççĕ.
— Ыхра икĕ гектар йышăнать. Усă куракан çĕр çичĕ гектар. Ăна вăрах вăхăтлăх арендăна илнĕ. Унта улма-çырла ÿсет, — терĕ Александр Седойкин. — Фермер хуçалăхне те сад ĕрчетме йĕркеленĕччĕ. Ку енĕпе республикăра ĕçлекен сахал.
Александр Геннадьевич хавхалансах ĕçе пикеннĕ: Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнчи лаптăкĕнче груша, хурлăхан, кашкăр, иçĕм, хăмла, çĕр çырлисем лартса хăварнă. Вĕсене тумласа шăварассине йĕркеленĕ. Ку уншăн çĕнĕлĕх пулман. Ара, унччен Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче 17 çул ĕçленĕскер пуян опыт пухма ĕлкĕрнĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен куçăмсăр майпа агронома вĕренсе тухнă. Питомникре вунă çула яхăн тĕп агрономра тăрăшнă. Çывăх çыннисем те ăна хаваспах пулăшнă.
— Мана ÿсен-тăранпа ĕçлеме килĕшет. Специальноçа та дипломшăн мар, çĕр ĕçне ытларах пĕлессишĕн вĕренсе тухрăм. Никама пăхăнмасăр, хам тĕллĕн вăй хурас килнипех фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕм. Патшалăх пулăшăвне илме конкурса хутшăнтăм. Эпĕ суйласа илнĕ ĕçре конкуренци çук пулсан та грант памарĕç, — чунне уçса калаçрĕ фермер. — Сад ĕрчетни республикăра тĕп вырăнта мар иккен. Ирĕксĕрех тепĕр çул шырама тиврĕ. Хальхинче ыхра туса илме палăртрăм, бизнес-план хатĕрлерĕм. Малалла вулас...
Комментари хушас