Иçĕм çырли çиес тесен

1 Çурла, 2014

Ытти çулсенче иçĕм /виноград/ ăнса пулнăччĕ. Анчах пĕлтĕрпе кăçал самаях йăшрĕ. Çырли те сахал. Иçĕм тĕмĕн çулçисем сарăхса типеççĕ те тăкăнаççĕ. Мĕн тумалла-ши.

В.ПЕРЦЕВА.
Муркаш районĕ,
Шашкар ялĕ.

Иçĕме халăх авалтанпах пĕлет. Библире те ăна темиçе те асăннă. Вăл ăшă климата юратать. Хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра çитĕнекен сортсем те пур. Аванах çитĕнсе тухăç параççĕ.

Çак ÿсен-тăран пирĕн тăрăхри тăпра тытăмне кура тĕрлĕ чир-чĕрпе имшерленет. Час-часах иçĕмĕн çулçисем сарăхса тăкăнни тĕл пулать. Çакă нумай пахчаçăна пăшăрхантарать.

Çулçăсем сарăхса типнин сăлтавĕ тĕрлĕрен,

1. Тăпрара пулăхлă япаласем çитменни. Кун пек чухне çулçăсен тĕксем симĕс тĕсĕ çуталса пырать. Çулçăсем шуранка симĕс тĕслĕленеççĕ те сарăхса тăкăнаççĕ. Çакă ытларах тăпрара азот çитменнипе çыхăннă. Лайăх çĕрнĕ тислĕкпе, чăх каяшĕн е ĕне тислĕкĕн шывĕпе е лавккаран азотлă имлĕх туянса тăпрана хывмалла, кăпкалатмалла. Тутлăхлă япаласем çитменнипе имшерленнĕ иçĕм тĕмĕшĕн çак ĕç çителĕклĕ.

2. Çулçă сарăхса хăрнин тепĕр сăлтавĕ - хлороз чирĕ. Ку инкек Атăл тăрăхĕнче тăпрара карбонат текен хутăш нумай пулнипе çыхăннă. Чир çулçăн шăнăрĕ хушшинчи тытăмĕнчен пуçланать тĕк ку инфекциллĕ мар хлороз. Кун пек чухне каллех тăпрари тутлăхлă япаласен виçи, тăпра мĕнлерех пулни пĕлтерĕшлĕ. Тăпрара нÿрĕк нумай пулсан ăна типĕтмелле, кăпкалатса уçăлтармалла. Тимĕр çитмесен иçĕм тĕмĕсене тимĕр купоросĕпе пĕрĕхмелле. Иçĕм тĕмне суперфосфат е сернокислăй аммоний имлĕхĕпе апатлантармалла. Иçĕм тĕмĕ çак енĕпе аптăранă пулсан вăй илме пултарĕ.

Инфекци хлорозĕ - сарă мозаика чирĕ. Ку чире короткоузлий вирусĕ ертет. Вирус чирĕ çĕр çинче е лартнă хунав чирлĕ иçĕм тĕмминчен пулнипе аталанать. Инфекци вирусĕ чухне малтан çулçăсен шăнăрĕ сарăхать, унтан çулçă йăлтах сарăхса пĕтĕрĕнет. Чир ытти тĕмсене куçас хăрушлăх пур.

Вируслă иçĕме сиплеме питĕ йывăр. Çавăнпа ытти тĕмсем çине куçасран асăрханмалла. Чирлĕ тĕмсене кăлармалла та çунтарса ямалла.

Эсир ыйтнă тĕслĕхре инфекци сĕмĕ çук пулĕ тетпĕр. Çавăнпа çÿлерех асăннă ĕçсем чиртен хăтăлма май парасса шанатпăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.