Хыркассинчи спортпа туслăх уявĕ

17 Çурла, 2016

Çак кунсенче Шупашкар районĕнчи Хыркассинче спортпа ял уявĕ кĕрлерĕ. Ăна ку тăрăхра çуралса ӳснĕ паллă парашютиста, тĕнче рекордсменне Василий Горшкова халалларĕç.

Уяв вырăнти стадионта иртрĕ. Ял халăхне ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Ерманов, Шупашкар район администрацийĕн вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕ Борис Романов, Хыркасси чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте, В.Горшковăн шăллĕ Петр Горшков тата спортсменăн хĕрĕ Елена Нюренберг саламларĕç. Хăнасем ял хастарĕсене тĕрлĕ парнепе тата тав хучĕпе чысларĕç.

Спорт лапамĕнче тĕрлĕ ăмăрту иртрĕ. Кире пуканĕ йăтакансен тупăшăвĕнче çамрăксене тĕслĕх кăтартса Николай Хорасев мала тухрĕ. Хĕрсен хушшинче 10-ри Ксения Соминова тĕлĕнтерчĕ. Футболистсен турнирĕнче тĕп парнене — кубока — Криккакасси команди çĕнсе илчĕ, Чантăрсемпе Вăрманкассисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Туслăхпа спорт уявĕ савăнăçлă концертпа тата лотерея вылявĕпе вĕçленчĕ.

Н.СМИРНОВ.

 

Автор: