Н.СМИРНОВ

13 Чÿк, 2014

Граждансене - çĕнĕ çурт-йĕр

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин РФ строительство министрĕ Михаил Мень видеоконференци мелĕпе ирттернĕ пĕтĕм Раççейри селектор канашлăвне хутшăннă. Унта федераци субъекчĕсенче граждансене юхăннă çуртсенчен куçарас ĕç мĕнле пынине пĕтĕмлетнĕ.

М.Мень палăртнă тăрăх - 2014 çулта çĕршывра пĕтĕмпе 211 пин çынна кивĕ çуртсенчен куçармалла. Чылай регион ку енĕпе ăнăçлă ĕçлет. Анчах юлса пыраканнисем те пур. Вĕсен шутĕнче - Тверь, Тула, Иваново, Волгоград облаçĕсем, Коми, Дагестан республикисем тата ыттисем.