- Чăвашла верси
- Русская версия
Хырăмĕ выçăран столовăй умĕнче явăнать
«Алло! Изман кирлĕччĕ! — шăнкăртатрĕ редакци телефонĕ, ăна шăпах эпĕ тытнăччĕ. — Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвартан шăнкăравлатăп. Пирĕн ялти пĕр çемьере тĕлĕнмелле лару-тăру: амăшĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать, икĕ ывăлне пăрахса хăварнă. Выçăпа, хĕç пек, типсе хытса ларчĕç, çимелли çук вĕсен. Ачасем эрни-эрнипе шкула каймаççĕ. Килте питĕрĕнсе лараççĕ те алăкран шаккасан никама та уçмаççĕ. Кун пирки шкул та, ял тăрăхĕн, район администрацийĕсем те, опекăпа попечительлĕх органĕ те, çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси те, инспектор та пĕлеççĕ. Тÿсейменнипе прокуратурăна шăнкăравларăм, асăрхавсăр ачасем çинчен пĕлтертĕм. «Хут çырса парăр», — терĕç. Юлашки шанчăк — «Çамрăксен хаçачĕ» кăна. Изман корреспондент пирĕн яла темиçе хутчен те килнĕччĕ, çивĕч материалсем çырса пĕтĕм яла тĕлĕнтернĕччĕ. Килĕр, тархасшăн». Хăйĕнпе шкулти ашшĕ-амăшĕн комитечĕн представителĕ тесе паллаштарнă хĕрарăмăн чун ыратăвне хуравсăр хăвармарăмăр. Малалла вулас...
Комментари хушас