Хыпар, юпа, 15, 2014

15 Юпа, 2014

Ĕнер Шупашкар хула администрацийĕнче «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» форума йĕркелесе ирттерме пулăшнă пултаруллă та хастар çынсене хисеп хучĕсемпе, тав çырăвĕсемпе чысларĕç. «Пире тата нумай çĕнтерÿ кĕтет». Роза Власова. 1 стр.

2-мĕш страницăра форума килнĕ хăнасен шухăшĕсем пичетленнĕ. «Ĕçтешлĕх - спортри çитĕнÿсен никĕсĕ».

Паха опыт. Василий Семенов фермер çĕр çырли те ÿстерет: ăна пуçтарма машина ăсталасшăн. Куславккари паллă çынпа Василий лапин курса калаçнă. 2 стр.

Вăрмарти Ĕçпе тивĕçтерекен центрта пултаруллă çынсем вăй хураççĕ. Вĕсем патĕнче хăнара пирĕн ĕçтеш Ирина Пушкина пулса курнă. «Ÿркенменнисем хăйсем çинее тăнипе ăста пулаççĕ». 2 стр.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем çĕр-шывăмăр пурнăçне тĕпрен улăштарман тăк Каçал тăрăхĕнчи Анатолий Пыркинăн шăпи те урăхла çаврăнса тухнă пулĕччĕ. Ачана çăлнă, анчах хăйне упрайман паттăрпа «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ паллашнă. «Хÿтлĕх» хушма кăларăм. 3 стр.

Канмалли кунсенче республикăра сывлăхпа спорт кунĕ епле иртни çинчен хаçатăн 4-мĕш страницинче вуласа пĕлме пулать.

Теги: