"Хыпар", ытлари кун, 2014, çурла, 12
12 Aug, 2014 | Анонс

• "Хамăрăн - пахарах: тутлăрах та, йÿнĕрех те". Чăваш Рсепубликин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрне кун Вăрнар тăрăхĕнче пулчĕ. Малтанах вăл "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" АУОн Малтикасра вырнаçнă выльăх-чĕрлĕх комплексĕпе паллашрĕ. 1 стр.

• Кун хыççăн кун. "Хресчен çурчĕ" çĕнелĕ. 100-мĕш çуралнă кун. 1 стр.

• "Хăнана мĕншĕн çÿреместпĕр?" Пăхăтап та паянхи çынна хăнана çÿрени кирлех мар пек туйăнать. Кашни хăйĕн йĕри-тавра çÿллĕ хÿме "тытнă та" харпăр хăй "тĕпелне" кĕртесшĕн мар. 1 стр.

• Чăваш Енре - Культура çулталăкĕ. 3 стр.

• Ахрăм. "В.Руссов çемйи çинченех". Вăрмар районĕнчи Пăвакасси ялĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине кайнă Василий Руссов тăван яла таврăнайман. Стрелоксен ротин командирĕ 1942 çулта Ржев çывăхĕнчи хаяр çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. 3 стр.

• "Асăмри Таçук". ...Çыравçă никамран та шикленсе тăмасть: хыт кукарсене, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсене çунтарать кăна. Уссăр вырăн йышăнса ларакан завод директорне те, колхоз ертÿçине те шеллемест. 3 стр.

• "Патăрьелсем уявра та сывлăха çирĕплетеççĕ".

Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче республикăра Физкультурник кунне халалласа 300 ытла спорт мероприятийĕ иртнĕ. Çак кун сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем спорт керменĕсенче тÿлевсĕрех сывлăха çирĕплетме пултарнă. 4 стр.

• "Ача мопед утлансан..." Çулла çулсем çинче икĕ кустăрмаллă транспорт хатĕрĕсене час-часах курма пулать. Меллĕ, перекетлĕ. Анчах автомобилистсемпе танлаштарсан водительсен çак ушкăнĕ çул çинче инкеке лекес хăрушлăх чылай пысăкрах. 4 стр.

• Килти хуçалăх. 4 стр.