«Хыпар» турнирĕн малашлăхĕ пур - вăл çирĕп алăра

9 Чÿк, 2016
Юратнă «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен турнирта йăлана кĕнĕ тăрăх помостсем çинче чи малтан 18 çултан кĕçĕн яшсем тухрĕç. 3-4 çул каялла кăна çак ушкăнра чи лайăх результатсем кăтартса тĕп парнесене Елчĕк районĕнчи ачасемпе çамрăксен А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ спорт шкулĕнче вĕреннĕ Сергей Соловьевпа Александр Павлов тата Йĕпреç районĕнчи Пучинкери Алексей Иванов çĕнсе илнĕччĕ. Юлашки çулсенче пурте вĕсем Европа чемпионатĕнче тата Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче çĕнтерсе палăрчĕç. Кăçалхи XXXIII турнирта вара малти вырăнсене пуринчен ытларах вĕсен кĕçĕн юлташĕсем йышăнчĕç.

Тĕнче шайне тухаççĕ

Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен пĕрремĕш разрядлă атлет Николай Петров 24 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 107 хут тĕртрĕ, пĕр снаряда аллисене улăштарса 54-шар хут çĕклерĕ те 161 очко пухрĕ, 73 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн командăри юлташĕ, Патреккел ялĕнчи 94 килограмлă пăхаттир Андрей Кузнецов вара 218,5 очко пухрĕ, Кемĕр облаçĕнчи Виктор Яворские пурĕ те виçĕ очко выляса ярса йывăр виçере иккĕмĕш результат кăтартрĕ.

Чи çăмăл виçере /58 кг/ пуринчен те лайăхрах Йĕпреç районĕнчи Пучинкери вăтам шкулта вĕренекен Алексей Леонтьев палăрчĕ — 136 очко. Унăн пиччĕшĕ, халĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Олег Леонтьев, 214 /130Ç84/ очко пухса 78 килограмлă атлетсен хушшинче çĕнтерчĕ. 68 килограмлă виçере Леонтьевсен командăри юлташĕ, Пучинкери шкулта вĕренекен Иван Майоров çĕнтерчĕ. Ытти виçере Пĕтĕм Раççейри турнирăн ылтăн медалĕсене Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Леонид Ярадовпа Ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Ринат Сафин тивĕçрĕç.

— Юлашки çулсенче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнирсенче çĕнтернĕ çамрăк атлетсенчен чи вăйлисем тĕнче шайне тухма пуçларĕç. Çирĕплетсех калатăп: эстафета çирĕп алăра. Елчĕк, Йĕпреç, Куславкка районĕсенчи тата Канаш хулинчи хăшпĕр каччă çитес çулах Раççей тата Европа чемпионачĕсене хутшăнма пултараççĕ, — тет республикăн тĕп тренерĕ, тĕнче спорт мастерĕ Борис Глинкин.

Тăван аслă шкула — ылтăн медальпе

Пирĕн çĕршывра çĕнĕ XXI ĕмĕр пуçланиччен хĕрарăмсен хушшинче кире пуканĕ йăтассипе ятарлă ăмăртусем нихăçан та йĕркелемен. Вунпилĕк çул каялла тимĕр вăййипе Липецк, Вологда, Ярославль облаçĕсенчи, Санкт-Петербургри тата Раççейри хăшпĕр регионти вăйлă пикесем кăсăкланма пуçланă. «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен пĕтĕм Раççейри турнирăн программине хĕрсен ăмăртăвне пуçласа 2003 çулта кĕртнĕ. Ун чухне абсолютлă чемпионка ятне Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарти 16-мĕш вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлекен Любовь Эллина çĕнсе илнĕ.

Любовь Александровна 2004 çулта çĕршывĕпе паллă спортсменка пулса тăчĕ. 23 çулти учительница ун чухне республика тата Раççей чемпионачĕсенче чи лайăх результат кăтартрĕ. Кĕркунне Германири Гамбург хулинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче Люба 16 килограмлă пĕр снаряда малтан — сылтăм, унтан сулахай алăпа 232 хут сулласа çĕкленĕ, 60 килограмлă виçере çĕнтерсе çĕршыври хĕрсенчен чи малтан ылтăн медале тивĕçнĕ.

Любовь Александровна Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче аслă преподавательте вуннăмĕш çул ĕçлет, Борис Глинкин доцентпа пĕрле студентсене вăйлă та хастар, çирĕп кăмăллă пулма вĕрентет. Хальхи Пĕтĕм Раççейри турнирта экономика факультечĕн виççĕмĕш курс студентки Анастасия Александрова пĕр пăтлă /16 кг/ снаряда çĕклесе 252 очко пухрĕ те абсолютлă чемпионка ятне çĕнсе илчĕ. Çакна палăртма кăмăллă: Куславкка районĕнчи Тĕрлемес салинче çуралса ÿснĕ 20 çулти хÿхĕм те çирĕп кăмăллă пике вунă кун каялла кăна Казахстанра иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче 68 килограмлă хĕрсен ушкăнĕнче чи лайăх результат кăтартса ылтăн медале тивĕçнĕ, спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

Самар облаçĕн чысне 58 килограмлă виçере хÿтĕленĕ тĕнче спорт мастерĕ Джанита Щербина-Павлова çивĕч кĕрешÿре 242 очко пухрĕ те «Хыпар» хаçатăн тĕп парнине пиллĕкмĕш хут çĕнсе илчĕ. Тĕнчипе паллă спортсменка кире пуканĕн спорчĕпе вунвиçĕ çултах, Йĕпреç районĕнчи Пучинкери вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех, туслашнă. Джанитăн пĕрремĕш тренерĕ — физкультура учителĕнче ĕçленĕ, республикăн нумай хут чемпионĕ Михаил Петров. Çак турниртах Михаил Васильевичăн вĕренекенĕсем 18 çултан кĕçĕнрех хĕрсен ушкăнĕнче ăмăртнă Снежана Кириллова, Ксения Петрова тата Анастасия Николаева пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. Джанита Щербинăн тăван йăмăкĕ Августина Павлова пĕлтĕртенпе Шупашкарти 27-мĕш вăтам шкулта вĕренет. Вăл 58 килограмлă виçере ăмăртса 140 очко пухрĕ те аппăшĕ пекех ылтăн медаль çĕнсе илчĕ.

Канаш хулинчи 5-мĕш вăтам шкулти физкультура учителĕ Алевтина Евграфова — тăватă ача амăшĕ, виçĕ çул каялла кукамай та пулнă. Педагогика училищинче вĕреннĕ чухне вăл çăмăл атлетика енĕсемпе ăмăртса пысăк çитĕнÿсем тунă. Вăтăр çул тултарнă хыççăн вара Алевтина Никитична кире пуканĕ йăтассипе кăсăкланма пуçланă, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Хальхи XXXIII турнирта пултаруллă педагог 63 килограмлă виçере ăмăртса 162 очко пухрĕ, хăйĕнчен чĕрĕк ĕмĕр кĕçĕнрех Екатерина Ивановăна, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенткине, пĕр очко выляса ярса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Олег Щербин абсолютлă чемпион

Самар хулинче пурăнакан Раççей çарĕн 26 çулти аслă лейтенанчĕ Олег Щербин пирĕн республикăра ирттерекен ăмăртусене пиллĕкмĕш çул хутшăнать. Вăл Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче призлă вырăнсене темиçе хутчен йышăннă. 2012 çулта Германире иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче Йĕпреç районĕнчи Пучинкери Джанита Павловăпа паллашса часах чăваш хĕрĕн упăшки пулса тăчĕ. Виçĕмçултанпа Олегпа Джанита Щербинсем — тĕнче спорт мастерĕсем.

Пирĕн йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта 68 килограмлă виçере ăмăртнă Пучинке кĕрĕвĕ питĕ лайăх результат кăтартрĕ. 32 килограмлă икĕ кире пуканне 119 хут тĕртрĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 209 очко пухрĕ. Тĕнче чемпионачĕн иккĕмĕш призерĕ кăтартнă результата ăмăртусен иккĕмĕш кунĕнче вăй виçнĕ йывăр виçеллĕ атлетсем те лайăхлатаймарĕç. Олегпа пĕр виçере ăмăртнă Шупашкарти студентсем Дмитрий Кургинпа Андрей Боровой иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Йĕпреç районĕнчи Пучинке каччи, пĕлтĕртенпе Ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Алексей Иванов — кăçал юниорсен хушшинче Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче çĕнтернĕ мухтавлă чăваш атлечĕ. Хальхи турнирта вăл 73 килограмлă çитĕннĕ атлетсемпе пĕрле ăмăртса çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăн йышăннă Кострома облаçĕн чемпионĕ Сергей Кушников ăна вунçичĕ очко выляса ячĕ.

Тĕрлĕ виçере лайăх результатсем кăтартса «Хыпар» хаçатăн ылтăн тата кĕмĕл медалĕсене Ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Евгений Малинников, Елчĕк районĕнчи Сергей Соловьев, Александр Павлов, Дмитрий Енедеров, Патăрьел районĕнчи Игорь Семенов, Ульяновск облаçĕнчи Евгений тата Денис Михайловсем, Улатăр хулин пăхаттирĕ Евгений Кочетков тата Мари Республикин чемпионĕ Вячеслав Яшкардин тивĕçрĕç.

Иртнĕ çулсенчи пекех турнирта хăйсен ăсталăхне спорт ветеранĕсем те кăтартрĕç. Вĕсенчен Йĕпреç районĕнчи Михаил Петров, Комсомольскинчи Владимир Калашников, Кÿкеç поселокĕнчи Анатолий Кузьмин, Челябинскри Анатолий Казанцев, Мари Республикинчи Михаил Пекпаев уйрăмах палăрчĕç. Çитĕнекен ăрăва чăн-чăн ырă тĕслĕх кăтартаççĕ вĕсем.

Петр СИДОРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.