"Хыпар", № 205, ытлари кун, 2014, юпа, 14

14 Юпа, 2014

Форум ĕçне "5" паллăпа хаклăттăм

Виçĕ куна пынă "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум хыçа юлчĕ. Мĕнпе асра юлчĕ-ха вăл? Мĕнле çитменлĕхсемпе палăрчĕ? Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери форум ĕç-хĕлне Роза Власова корреспондент тишкерсе хак парать. 1 стр.

"Хĕрсем те çирĕп вăй-халлă пуласшăн"

Форум ĕçленĕ кунсенче Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта ăсталăх класĕсем иртрĕç. Вĕсене пирĕн корреспондентсем те çитсе курчĕç. Хаçатăн иккĕмĕш страницинче вырăн тупнă материалсем мероприятисем çинчен тĕплĕн каласа кăтартаççĕ. 2 стр.

"Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм" кăларăм

"Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм" ятарлă кăларăмра çамрăксем валли чун çимĕçĕ çителĕклех пулĕ.

Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса

Çамрăк мăшăрсен чунне ыраттаракан чи пысăк йывăрлăх вăл - пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ. Кĕтес тупасси чăннипех те çăмăл мар хальхи вăхăтра. Патшалăх пулăшăвĕсĕр пушшех те. "Çамрăк çемье" программа юлашки çулсенче чылай мăшăра çурт-йĕрлĕ пулма май пачĕ. Кăçал ку енĕпе мĕнлерех лару-тăру хуçаланать? Ыйту хуравĕ - "Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса" материалта. 3 стр.

"Волонтер центрĕ йĕркелесен аван"

Телее, пирĕн хушăра кашни ĕçе чун ыйтнипе пурнăçлакансем те сахал мар. Вĕсем - волонтерсем. "Ĕмĕт-тĕллев пур-тăк - малаллах ăнтăл", - çак шухăша тĕпе хурса пурăнать ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ Ксения Александрова. Хĕр Хусанта йĕркеленĕ Универсиадăра, Сочири Олимп тата Паралимп вăййисенче волонтер пек хутшăннă. Çавăн пекех вăл - "Волонтерсен шкулĕ" проект авторĕ. Мĕншĕн шăпах çак çула суйласа илнĕ-ха хĕр? Волонтерсен йышне мĕнле лекмелле? Çак тата ытти ыйту тавра калаçнă унпа Ирина Клементьева корреспондент. 3 стр.

Теги: