«Хыпар» издательство çуртĕнче ĕçлекенсене «Паттăрлăх çăлтăрлăхĕ» фестивальте чысланă

3 Раштав, 2018

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Паттăрлăх çăлтăрлăхĕ» фестивалĕн регион тапхăрĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Кăçалхипе вуннăмĕш хут йĕркеленĕ ăна. Çак тапхăрта конкурс Раççей МЧСĕн чи анлă акцийĕ пулса тăчĕ.

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ — паянхи кун чăн-чăн паттăр ятне илме тивĕçлисем — пушарнăйсем, çăлавçăсем тата ыттисен пурнăçне çăлас тесе хăюлăх кăтартнă ахаль çынсем — çинчен каласа кăтартасси, халăха ирĕклĕ пушар хуралне явăçтарасси.

Професси ăсталăхĕн конкурсĕнче çĕнтернисем — «Чи лайăх пушарнăй», «Караулăн чи лайăх пуçлăхĕ», «Надзор тата профилактика ĕçĕн подразделенийĕсен чи лайăх сотрудникĕ», «Чи лайăх дознаватель», «Пĕчĕк карапсен чи лайăх патшалăх инспекторĕ», «Пушар хуралĕн чи лайăх ĕçченĕ» ятсене тивĕçнисем тата ыттисем — пĕрин хыççăн тепри сцена çине хăпарчĕç, зала пухăннисем кашнинех тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Çавăн пекех «Чи лайăх пушарпа çăлав чаçĕ», «Ветерансен чи лайăх организацийĕ» номинацисенче палăрнисене те чысларĕç.

Уявра «Паттăрлăх çăлтăрлăхĕ» фестивалĕн ятарлă номинацийĕсенче çĕнтернисене те чысларĕç, çав шутрах — журналистсене те. Асăннă ушкăнра «Хыпар» издательство çуртĕнче ĕçлекенсем те пуррине палăртма кăмăллă. Акă «Хыпар» хаçатăн тишкерÿçи Ирина Клементьева «Массăллă информацин пичет хатĕрĕсенчи чи лайăх материал» номинацире çĕнтернĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат корреспонденчĕ Татьяна Наумова журналистсен ĕçĕсен «Çулăмлă калем» конкурсне хутшăнаканăн сертификатне тивĕçнĕ. Пушарнăйсемпе çăлавçăсен ĕçĕ тата вĕсем ирттерекен мероприятисем пирки тăтăшах çырнăшăн «Тантăш» хаçат корреспондентне Лариса Петровăна Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç.

www.hypar.ru

Ирина СЕМЕНОВА. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн тата автор сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Комментари хушас