"Хыпар" издательство çурчĕн журналисчĕсене Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕ чысларĕ

25 Раштав, 2018

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ çулталăк вĕçленнĕ май журналистсене пухасси ырă йăлана çаврăнса пырать. МИХ ĕçченĕсем управлени специалисчĕсемпе кирек хăш вăхăтра та тĕл пулаççĕ-ха, ку е вăл ыйтăва тăтăш уçăмлатма тивет. Кирлĕ информацие халăх патне çитермелле вĕт.

Паян журналистсем управление пач урăх сăлтавпа пухăнчĕç. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ ветеринари, ÿсен-тăран карантинĕпе хÿтлĕхĕ, тĕш тырăпа вăрлăх пахалăхĕ тата çĕрпе çыхăннă ыйтусене çутатакан журналистсен хушшинче ятарлă конкурс иртет.

Пирĕн специалистсен тĕллевĕ — йĕркесĕрлĕхе асăрхаса айăплисене явап тыттарасси. Эсир вара çак информацие халăх патне ăнлантарса, уçăмлатса çитерме ăста, — палăртрĕ управлени ертÿçи Алексей Палькин.

Халăх сĕтел çинче пахалăхлă та сиенсĕр апат ларнинче иккĕленмесси пĕтĕмпех вĕсенчен килнине пытармарĕ вăл. Çитес çул та ку тĕлĕшпе тимлĕхе çухатмасса шантарчĕ.

Россельхознадзор управленийĕн ĕçне «Хыпар» хаçатăн издательство çурчĕн кăларăмĕсем те анлăн çутатаççĕ. Ытти журналистсемпе пĕрлех «Хыпар» хаçатăн пай пуçлăхĕ Николай Коновалов, «Хресчен сасси» корреспонденчĕ Лариса Никитина тата «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат корреспонденчĕ Татьяна Наумова управленин Хисеп хутне тивĕçрĕç.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. Надежда КУДРЯШОВА тата автор сăн укерчĕкĕсем.

Комментари хушас