«Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçачĕ конкурса пĕтĕмлетрĕ
Паян «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат йĕркеленĕ «Асра юлнă Хĕл Мучи» конкурса хутшăннисем Пичет çуртне чыслава пухăнчĕç. Вĕсене Хĕл Мучи /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Григорьев/ кĕтсе илчĕ, ташлаттарчĕ, сăвă калаттарчĕ. Унăн мăнукĕ — Юр пике — çанталăк ăшă тăнине пула ирĕлсе кайнă иккен, çавăнпах Шур сухал пĕчченех килнĕ. «Эсир тĕрĕклĕ, вăйлă тымарлă халăх ачисем. Çак хăвата яланах туйса пурăнăр. Сăваплă ĕçе пуçăнмашкăн сывлăх тата укçа пултăр», — ыр сунса хăварчĕ çурçĕре çул тытакан Хĕл Мучи.
Конкурса хутшăннисене «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина саламларĕ. Кукамăшĕ ÿсĕмне пăхмасăр «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата юратса вуланине, ыттисене те çак кăларăмпа туслаштарма тăрăшнине, çак уява килнисем те чăваш хаçачĕсене сарма пулăшасса шаннине палăртрĕ. Тĕп редакторăн заместителĕ Геннадий Максимов, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕ Маргарита Ильина пурне те малашнехи конкурссене те хастар хутшăнма чĕнсе каларĕç.
Çакăнтах «Апачĕ тутлă пултăр» тепĕр конкурс та йĕркелеме май килчĕ, мĕншĕн тесен уява пурте апат — шăрттан, хуран кукли, чăкăт, ĕне ырри, торт, тĕрлĕ салат, пулă, пĕвер...— пĕçерсе килнĕ.
Вулаканăмăрсем «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат пурнăçра пулăшса пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. «Яла килекен рейс автобусĕнчен юлтăм. Çапах Хĕрлĕ Чутай урлă килме май тупрăм», — хăпартланса каларĕ Галина Зотова. «Хаçатра чăвашла хитре çырни килĕшет. «Калем», «Вулавăш» тениех мĕне тăрать!» — туслăх çирĕпленсе пынине палăртрĕ Алевтина Расторгуева. Канаш районĕнчи Татьяна Назарова хăй вăхăтĕнче «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра практикăра пулнă...
Хаçат вулаканĕсемпе черетлĕ тепĕр конкурс пĕтĕмлетĕвĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр.
Cергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем...
Марина ТУМАЛАНОВА.
Комментари хушас