"Хыпар" хаçатăн çĕнĕ кăларăмĕ!

31 Юпа, 2014

Номерте:

Эрне кун пирĕн республикăра Ял хуçалăх ĕçченĕн кунне паллă турĕç. Оперăпа балет театрĕнче пысăк уяв иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Уява пирĕн корреспондент Ю.Михайлов çитсе курнă. 1, 4 стр.

РФ Президенчĕ Владимир путин ЧР Пуçлăхне тата республикăра пурăнакансене Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе саламланă. Унăн саламĕ - 2-мĕш страницăра.

Кĕçнерни кун Çĕнĕ Шупашкарта çурт тулашне капăрлатакан плитка туса кăларакан производстăвна хута янă. «Кунашкал завод çĕршывĕпе те çук» В.Григорьев. 2 стр.

Республикăри лару-тăрушăн тăнăçлăх кăтартуллă, наци хутшăнăвĕсем тĕлĕшпе те те пĕтĕмпех йĕркеллĕ - çапларах пĕтĕмлетрĕç ЧР терроризмпа кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин çак кунсенче иртнĕ ларăвĕнче. Унта пирĕн ĕçтеш Н.Коновалов итлесе ларнă. 2 стр.

Тĕп редактор сăмахĕ: «Эп - хресчен!» 4 стр.

«Çĕрпÿсем производствăна ÿстереççĕ» Ю.Михайлов. 5 стр.

Хĕрлĕ Чутайри пултаруллă ертÿçĕсемпе «Ушкăнпа вăй хурсан» статьяра паллашма пулать. В.Григорьев.

Тепĕр эрнери паллă кунсемпе, юбилейсемпе тата театрсен репертуарĕпе хаçатăн 8-мĕш страницинче паллашма май пур.

Теги: