"Хыпар", 149-150 /26555-26556/ №№, 2014, çурла, 2
2 Aug, 2014 | Анонс

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи хута кайнă объектсене çитсе курчĕ, тĕрлĕ коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Кÿкеç ен ытти çул та республикăн çурçĕр пайĕнчи районсем хушшинче производство кăтартăвĕсем тăрăх темиçе хут та мала тухнă, кăçал та сатурлăхĕ иксĕлмест. 1-2 стр.

Пирĕн республикăра федерацин 2014 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккун кăларакан /представитель/ тата патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕсене йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" федераци саккунĕн 26.3 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен" 136-ФЗ /-лĕ саккунне тата "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккунне сÿтсе явас ĕç малалла пырать. Эпир экспертсене тата влаç органĕсен представителĕсене хăйсен шухăшне пĕлтерме ыйтрăмăр. 4 стр.

"Культура" ятарлă кăларăм. 5, 6, 11, 12 стр.

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем... Вĕсемпе, 70 çул каялла çырнăскерсемпе, паллашма питĕ интереслĕ. Ара, çав виç кĕтеслĕхсенче - çынсен шăписем, хуйхи-суйхипе хĕпĕртевĕсем, туйăмĕсем сăнланнă. 8 стр.

"Ыйту-хурав" страница. 13 стр.