Хваттер тара илме пынă та пăшал туртса кăларнă

12 Чÿк, 2019

ШĔМ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче çĕрле Шупашкарта Н.Рождественский урамĕнче пĕр хваттере çаратнă.

Çакă паллă: каччăпа хĕр пневматика пистолечĕпе тата газлă баллонпа хăратса хваттер хуçинчен кĕсье телефонĕ тата 900 тенкĕ укçа туртса илнĕ. Вĕсене темиçе сехетренех тытса чарнă. 18 çулсенчи каччăпа хĕр хăйсен айăпне тунман. Вĕсем асăннă çуртра пурăнакан хĕрарăм патне хваттер тара илесси пирки калаçма пынă, хăйсен усал шухăшне пурнăçа кĕртесси пирки малтанах шухăшланă. Каччă хĕрарăма питĕнчен баллонри газпа сирпĕтнĕ, хĕр пăшал туртса кăларнă.

Ленинград облаçĕн каччипе Мускав тăрăхĕнчи пике интернет уçлăхĕнче паллашнă, ашшĕ-амăшне пĕлтермесĕр хăйсем тĕллĕн пурăнма шухăшланă. Хăйсене преступлени çулĕ çине тăратнă сăлтав шутне укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем сиксе тухнине кĕртеççĕ.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. 

Рубрика: 

Комментари хушас