Хушма балсем

РФ Вĕренÿ министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн кăçал аслă шкула вĕренме кĕрекенсене, «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» ылтăн паллă пуррисене, балл /1-рен пуçласа 10-ччен/ хушса параççĕ. Ку, паллах, малтанах ГТО комплексĕн V-VI пусмине пурнăçланă 17-18 çулти абитуриентсене пырса тивет.

Ылтăн палла алла илсе ĕлкĕрейменнисен тĕлĕшпе Раççей спорт тата вĕренÿ министерствисем ятарлă килĕшĕве алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн вĕренме кĕрес тĕллевлĕ яш-кĕрĕм йышăну комиссине регионти спорт ведомствинчен илнĕ ятарлă хута тăратма пултарать.

Чăваш Енре кăçалхи çур çулта кăна V-VI пусăмри ылтăн пала 844 çын тивĕçнĕ. Вĕсенчен кашниех ЧР спорт министерствинче çакна çирĕплетекен хута илме пултарать.

ГТОн ылтăн палли Чăваш патшалăх универститетĕнче хушма — 5 балл, Ял хуçалăх академийĕнче — 3 балл, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 1 бал парать.

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.