Хунямаран анне ăшшине кĕтсе илеймерĕм

Чухăн çемьере çитĕнтĕм. Атте-анне, виçĕ пĕртăван пĕчĕк йывăç пÿртре хĕсĕнкелесе пурăнтăмăр. Тайлăк-майлăк çуртра пурăннăшăн тантăшсем умĕнче аванмарланаттăм. Пĕр класра вĕренекен тусăм пысăк та капмар пÿртре кун кунлаччĕ. Кашни ачин хăйĕн пÿлĕмĕ пурччĕ. Тусăма питĕ ăмсанаттăм, манăн та кермен пек çуртра пурăнас килетчĕ.

Пирĕн мухтанмалли нимех те çукчĕ. Тăвăр пÿртре диванпа кравать çеçчĕ. Эпир, вĕтĕр-шакăр, диван çинче выртса тăраттăмăр. Мĕншĕн çав тери начар пурăннă тетĕр-и? Аттепе анне эрех ĕçме юрататчĕç. Асанне пурăннă чухне аптăрамастăмăр. Вăл апат пĕçерсе çитеретчĕ, выльăх-чĕрлĕхе пăхатчĕ, пире ĕçе хăнăхтаратчĕ… Асанне вилсен пурнăç тамăка çаврăнчĕ. Çынсем килĕсене газ кĕртрĕç, эпир вара шартлама сивĕре кĕрĕк пĕркенсе шăл шаккаса лараттăмăр. Кăмака хутма вутă çукчĕ. Эпĕ асличчĕ, кĕçĕннисене çунашка çине лартса вăрмана вутă-шанкă пуçтарма кайни куç умĕнчех. Анчах хăрăк-харăкпа пÿрт ăшăнать-и? Пĕрене витĕр çил кĕнĕрен ăшши çийĕнчех тухса пĕтетчĕ. Ирхине тăнă çĕре витрери шыв шăнатчĕ. Ăна-кăна, чылай чухне — типсе хытнă çăкăр, çырткаласа шкула тухса утаттăмăр. Аттепе анне ĕçе каятчĕç те каçсерен ÿсĕр таврăнатчĕç. Шăплăхра урок тăвас вырăнне ĕçкĕçсем сĕрленине итлеме тиветчĕ. Виçсĕмĕр те шкулта япăх вĕренеттĕмĕр.

Аттепе анне эрехе пула пуçне çирĕç. Ун чухне эпĕ 9-мĕш класа куçнăччĕ. Географи урокĕнче ларнă чухне коридорта хĕвĕшме тытăнчĕç. Вĕрентекен часрах чупса тухрĕ. «Пушар!» — тесе кăшкăрни хăлхана кĕчĕ. Çак сăмахсене илтсен чĕре ырă мара сисрĕ тейĕн — йĕппе тирнĕн ыратрĕ. Пирĕн пÿрт çунни катаранах курăнчĕ. Кивĕ йывăç пÿрт шăрпăк курупки пек час çунса кĕлленчĕ. Çунакан пÿрт тавра кăшкăрса, макăрса чупнине астумастăп. Кун пирки кайран кÿршĕсем каласа кăтартрĕç. «Аттепе анне ĕçре пулччăр кăна» — юлашки шанчăк сÿниччен çапла шухăшларăм. Анчах ял халăхĕ пухăнчĕ, кĕпĕрленекен çынсен хушшинче аттепе анне çеç çук… Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.