Хуняма вырăнне - кин

28 Çу, 2016

Пĕрлешсен мăшăрпа ялтах тĕплентĕмĕр эпир. Ун чухне çамрăксем хальхи пек хулана туртăнмастчĕç, чылайăшĕ тăван тăрăхрах йăва çавăратчĕ. Колхозсем те ура çинче çирĕп тăратчĕç.

Çапла упăшкам вырăнти хуçалăхра шоферта тăрăшрĕ. Мана, çамрăк кине, вулавăша вырнаçтарчĕç. Ку яла урăх тăрăхран качча килнĕччĕ эпĕ. Çавăнпах малтанах никама та палламастăм. 30 яхăн çул пурăнса халĕ ĕнтĕ палламан йытă та çук.

Малтанхи çул хунямапа пурăнма тиврĕ. Юрать куна ĕçре ирттереттĕм. Унсăрăн карчăк /тĕрĕссипе ун чухне вăр-варахчĕ-ха, халĕ çеç кăштах хавшарĕ/ чĕрĕллех «çисе» яратчĕ пуль. Ахаль те тăтăшах сăмах илтме тиветчĕ. Ирхине те час тăмастăп-мĕн, киле таврăнсан та хыпаланса ĕçлеместĕп. Тата тем те пĕр. Ăна итлесен апат та тутлă хатĕрлеме пĕлместĕм-ха. Килнĕ хăнасем кукăлĕмсене вара пÿрне çулласах тутанатчĕç.

Çулталăкран пĕчĕк пÿрт туянса уйрăлса тухрăмăр. Ăна кирпĕчрен çĕнетме нухрат пухма тытăнтăмăр. Выльăх усрарăмăр, пахчаçимĕç лартрăмăр-акрăмăр. Хама маттур та хастар теместĕп, чылай чухне юлхавланатăп. Хирĕçлеместĕп. Анчах выльăхне те пăхнă, пахчинче те хамах ĕлкĕрнĕ. Пÿрт-çуртăмăра та, кермен мар пулин те, чиперех çавăрса лартнă, хуралтăсем те çĕнĕ, картасем те — чăх-чĕп вĕçсе каçайми.

Тулькăш хуняма уйрăлса тухсан та канăç памарĕ. Урăх урамран килсе мана тĕрĕслеме ÿркенместчĕ. Канмалли кун та ирех çитсе тăратчĕ. Кун каçа мĕн тумаллине сĕнетчĕ. Мĕнле ĕç пурнăçламаллине хам тĕллĕн тавçăраймасран хăратчĕ-ши? Мĕн чухлĕ тарăхтарман пуль! Хушăран килтен кăларса ярас килетчĕ — юрамастчĕ çав. Каçхине пĕр-пĕр хăнара пулнă хыççăн та кĕтÿ хăваличченех çитсе тăратчĕ. Выльăхсене пуçтарнă хыççăн пирĕн кăштах выртса канас кăмăл пуррине сиссен мăкăртатса халтан каятчĕ вара.

Халĕ кăштах улшăнчĕ. Ури ыратнăран килĕнчен тухсах çÿремест. Кĕçĕн кинĕ те алă айĕнчех-ха — ватăлса пынă май вăл та çитет пулинех. Карчăк сассине итлесе Натали епле ывăнмасть-ши? Юрать-ха вăл та тухтăрта ĕçлет те куна больницăра ирттерет.

Хуняма карчăк мăкăртатнă май вăхăт вара малаллах шурĕ. Икĕ ывăлăмăр та çитĕнсе çемье çавăрчĕç, хулара тĕпленчĕç. Халĕ ĕнтĕ хам та — хуняма. Икĕ хутчен тата!

Ялти колхоз арканнăран упăшкам ĕçсĕр юлчĕ, çавăнпах аякри хулана çÿрет. Эпĕ те кунĕпех вулавăшра. Çавăнпах выльăх та сахалрах усратпăр. Çукпа пĕрех тесен те йăнăш мар-ха. Пĕр сысна та чăх-чĕп. Пĕлтĕр ĕне чирлесен сутма тиврĕ. Теприне туянма упăшкам та тăхтас терĕ. Вăл çук чухне уттине çулса хатĕрлеме те çăмăл мар. Пушшех те, сĕт ĕçессишĕн те нихăшĕ те антăхмастпăр. Çавăнпах ку выльăха текех усрар мар тесе те шухăшланăччĕ. Куншăн хуняма мăкăртатрĕ-ха. Çакăн чухлĕ пурăнса унăн сăмахĕсене те пĕр хăлхаран кĕртсе тепринчен кăларма вĕреннĕ ĕнтĕ.

Лăпкă пурăнасси сисĕнмест тулькăш... Хуняма вырăнне — кин килчĕ. Аслă кинĕм хам пекех лăпкă пурнăçа кăмăллать. Кĕçĕнни вара — вут та çулăм. Ĕçчен паллах. Пĕрре те ахаль лармасть. Хăнана килсен те тÿрех пахчана тухать, малтанах йĕри-тавра пăхса çаврăнать-ха. Кун пеккине хăнăхнă ĕнтĕ эпĕ — лару-тăрăва хаклани çĕнĕлĕх мар.

Иртнинче вара асанне тума хатĕрленекен кинĕм шалт! тĕлĕнтерчĕ. «Ĕне усрас пулать. Мăнукăра хăнана килсен сĕт ĕçтермелле вĕт. Сысна ытларах усрасан та пăсăк мар. Хĕлле пирĕн те какай çиес килет. Хур-кăвакалпа хĕл каçаймăпăр», — хушу вырăнĕнчех пулчĕ кин сĕнĕвĕ.

Хуняма ватăлма тытăнсан та пулин канлĕ пурăнасса шаннăччĕ. Пулмарĕ иккен. Кин лăпкă лартмĕ.

МАРИЯ В.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.