«Хунавсен» ĕмĕчĕ çунатлă

Куславкка районĕнчи Елчĕкри вăтам шкулта «Ешĕл хунав» кружок ĕçлет. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Надежда Морозова ертсе пырать ăна. Вăтам класра ăс пухакансем кунта юратнă вĕрентекенĕпе хăйсен «Ешĕл хунав» хаçатне кăларса тăраççĕ. Калав-статья çырма та маттур вĕсем. Хăшĕ-пĕри сăвă та шăрçалать.

Акă ăçта вĕсем, çитĕнекен ăру интернет серепинче вăхăт ирттернĕ чухне чăваш чĕлхин илемне хунама вăй параканскерсем. Кружока çÿрекенсем уроксем хыççăн киле васкамаççĕ. Надежда Ивановнăна тĕрлĕ ыйту парса хавхалантараççĕ. «Паян мĕн ĕçлĕпĕр? Мĕнле темăпа сăвă çырăпăр? Манăн хаçат валли пĕчĕк статья пур», — кулленхи ыйту-сĕнĕвĕ шăпăрлансен. Вĕсемпе тĕл пулса калаçма çав тери кăмăллă пулчĕ. Класа ача-пăча кăларăмĕсен корреспонденчĕ кĕрсенех вĕсен питĕнче савăнăç çуталчĕ. Кашниех хăйне кăсăклантаракан ыйтăва хускатрĕ. 5-6-мĕш классенче вĕренекенскерсемшĕн чылай ыйту интереслĕ иккен.

— Журналист пулас тесен хăш предмета ытларах тăрăшса вĕренмелле? — алла блокнотпа ручка тытнă хĕр пĕрчин çунатлă ĕмĕчĕ савăнтарчĕ.

Ачасем хаçат-журнал ĕçĕпе пĕр-пĕрне пÿлсех интересленчĕç.

— Паллă çынран интервью илмешкĕн ăçта вĕренмелле? — текен те тупăнчĕ.

— Фотокорреспондент пулас килет, — ĕмĕтне пытармарĕ сăвă çырма кăмăллакан арçын ача.

— Журналистăн ĕç укçи мĕн чухлĕ?

— « Т а н т ă ш » х а ç а т р а ĕçлесен аякка ăçта тухса çÿреме пулать?..

Надежда Ивановна вĕсене атте-анне чĕлхине юратма, хисеплеме хăнăхтарнă. Иртнĕ çулсенче «Ешĕл хунавсем» районта хăйсен журналне те кăларса тăнă. Тăкакне те хăйсемех саплаштарнă. Шăпăрлансен сăввисем пичетленнĕ унта. Çамрăк корреспондентсем шкул пурнăçне çутатнă. Кружок ертÿçи каласа кăтартнă тăрăх, паян ăна кăларма йывăртарах. Расхучĕ самай. Иртнĕ кăларăмĕсене тытса курсан чун ыратрĕ — малашлăхĕ пăчланнишĕн. Малалла вулас...

 

Елена ЛУКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.