Хула варринчи кÿлĕ

11 Нарăс, 2014

Çулла, шалкам çумăрсем хыççăн, Шупашкарта кунашкалли пулкалать-ха, анчах хĕл варринче пĕр-пĕр урам пысăк кÿлле çаврăнни чăннипех сайра. Энтузиастсен урамĕнче ĕнер ирхине шăп та лăп çапла пулнă. Çавăнпах транспорт çÿревĕ чăрмавлă пулнине кура нумайăшĕ ĕçе, çитмелли ытти çĕре вăхăтра çитеймен.

Эльмен урамĕнче, Кăнтăр-хĕвел анăç пасарĕ тĕлĕнче, пăрăхран шыв юхса тухнă. Шупашкар хулин пĕрлехи диспетчер службинчен пĕлтернĕ тăрăх - кунта тăватă трубопровод иртет: пысăкскерсем - 300 мм пуçласа 1000 мм диаметрлăскерсем. Авари ирхине 6 сехет тĕлнелле пулнă, 300 мм диаметрлă пăрăхран шыв тапса тухнă. Вăл Энтузиастсен урамĕпе аялалла юхнă май шăпах айлăм вырăна, О.Кошевой тата Грасис урамĕсенчи чарăнусен тĕлĕнче, капланнă. 8 сехет çурă тĕлнелле çав районтан ĕçе килекенсем каланă тăрăх - шыв унта чĕр куççи тарăнăшах пухăннă. Çакă эпир «За рулем» автофорумран илнĕ сăн ÿкерчĕкрен те лайăх курăнать.

Пĕрлехи диспетчер службинчен авари вырăнне çийĕнчех темиçе предприятин - «Водоканал», «Дорэкс» АУОсен, «ГидроСфера» ОООн - юсав бригадисене яни çинчен пĕлтерчĕç. Пăрăх хăш вырăнта çурăлнине тупса палăртмашкăн виçĕ трубопровода пÿлме тивнĕ. Паллах, çавна май вăхăт самаях иртнĕ. Сиенленнĕ пăрăхри шыва пÿлнĕ хыççăн юсав ĕçĕсене пуçăннă. Çул çинче капланнă шыва уçлама тытăннă, айккине юхтарса яма çул уçнă. Вăхăтлăха çÿреме чарăннă троллейбуссен çÿревне 9 сехет те 10 минут тĕлне тепĕр хут йĕркеленĕ.

Аварие пула Кăнтăр-хĕвел анăç пасарĕ çеç шывсăр юлнă, микрорайонта пурăнакансемшĕн шывпа тивĕçтерес енĕпе нимĕнле чăрмав та çукки пирки каларĕç.


Н.КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.