Хула пуласлăхĕ – паянхи хăтлăхра

Çĕмĕрле Раççейри монохуласен йышне кĕрет, çавна май ăна ЧР Правительстви куçран вĕçертмест. Хула çыннисене пурăнма, канма, сывлăха çирĕплетме майсем туса парас тĕллевпе муниципалитетра мĕн-мĕн тунă? Çĕнĕ ертÿçĕне çирĕплетнĕренпе мĕн улшăннă? Иртнĕ çул 100 çулхи юбилейне паллă тунă хулана ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитсе курчĕ.

Чи малтан Михаил Васильевич Çĕмĕрлери халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта пулчĕ. Учреждени ертÿçи Елена Волкова пÿлĕмсене кĕртсе кăтартнă май хăнасем çуртра хăтлă та илемлĕ пулнине палăртрĕç. 2013 çулта йĕркеленнĕ центрта хулари тата районти ватă çынсемпе сусăрсем, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасемпе нумай ачаллă çемьесем пулăшу илеççĕ. Директор заместителĕ Лариса Володина пĕлтернĕ тăрăх — учреждени 2500 яхăн çемьепе ĕçлет, пĕлтĕр 450 ачана пулăшу панă, 25-ĕшне хăйĕн хÿттине илнĕ. “Ачасем пирĕн патра тĕрлĕ занятие çÿреççĕ, психологпа калаçаççĕ, кружоксенче пултарулăха аталантараççĕ. Эпир пĕччен юлнă ветерансене, инвалидсене пулăшатпăр. Шел те, кунашкаллисем пирĕн тăрăхра сахал мар. Кураккассинчи ваттисен çуртĕнче 30 пенсионер пурăнать. Пирĕн центрта ватă çынсем валли 9 клуб ĕçлет. Тĕслĕхрен, вĕсем компьютер пĕлĕвĕ илеççĕ, хорта юрлаççĕ, алĕç ăстисен кружокĕнче ăсталăха туптаççĕ, тренажер залĕнче сывлăха çирĕплетеççĕ тата ытти те”, — терĕ Лариса Викторовна.

Çĕмĕрлери “Восход” культура керменĕнчи фойере Амăшĕпе Ашшĕн тата Экологи çулталăкĕсене халалласа курав йĕркеленĕ. Хулари культурăпа вĕренÿ учрежденийĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Хăнасем алĕç ăстисен ĕçĕсене, фото ĕçĕпе кăсăкланакансен сăнÿкерчĕкĕсене, çамрăк художниксен картинисене, шкул ачисен ĕçĕсене, çамрăк инженерсен технологийĕсене пахаларĕç. Спорт аэробикипе туслă Комаровсен çемйин те çитĕнĕвĕсем пысăк. Тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çĕнсе илнĕ медальсемпе грамотăсем, кубоксемпе сувенирсем — чи хаклă пуянлăх.

Хулан социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем тата 2016 çулхи çитĕнĕвĕсем çинчен хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Зиновьев каласа пачĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — пĕлтĕр хула экономикинчи кăтартусем ÿснĕ. Сăмахран, республикăри хуласен хушшинче Çĕмĕрле ĕçлекенсен шалăвне ÿстерес, суту-илÿ ĕçне йĕркелес, общество апатланăвне лайăхлатас енĕпе иккĕмĕш вырăна тухнă. “2016 çулта хулара çĕвĕ фабрики уçăлчĕ, элеватор çĕнĕрен ĕçе пуçăнчĕ. Бетон тăвакан тата блоксем кăларакан производствăсем хута кайрĕç”, — терĕ Александр Геннадьевич. Пĕлтĕр 328 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, инвестицин 6 проектне пурнăçа кĕртнĕ, хальхи вăхăтра муниципалитетăн 14 программи ĕçлет. Хулара 12669 тăваткал метр пурăнмалли çурт хăпартнă, 4 километр çул юсанă. Çĕмĕрлесем хĕллехи сезона лайăх хатĕрленнĕ: чылай вырăнта кивĕ пăрăхсене улăштарнă, хăшпĕр котельнăя çĕнетнĕ.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин та юлашки тапхăрта хула администрацийĕ пысăк ĕçсем тунине каларĕ. “Çĕмĕрле — промышленноç хули. Автофургонсен комбиначĕпе автомобиль завочĕ аван ĕçлесе пыраççĕ. Çавна май ĕç вырăнĕсем те çителĕклĕ, шалăвĕ те пĕчĕк мар”, — терĕ Владимир Александрович. ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина муниципалитетра парăмсем сахалланса пынине, хула тупăшĕ ÿснине палăртрĕ. Министр каланă тăрăх — вĕренÿ отраслĕ валли укçа-тенкĕ чылай уйăрнă, çак пулăшупа вĕренÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Шкул ертÿçисем пуçлăхсене тав туни те çак сăмахсен чăнлăхне çирĕплетрĕ. “2025 çул тĕлне пирĕн республикăри 32 шкула юсамалла, 16,5 пин ача валли вырăн туса памалла. Çĕнĕ шкулсем те кирлĕ”, — калаçăва хутшăнчĕ Михаил Игнатьев.

Хулара демографи енĕпе лару-тăру япăхланнă иккен. Тĕслĕхрен, 2015 çулта 29900 çын пурăннă, пĕлтĕр — 400 çын сахалрах. ЗАГС пайĕн ертÿçи Альбина Никитина каланă тăрăх — çуралакансен йышĕ чакнă: 2016 çулта 333 ача çут тĕнчене килнĕ /2015 çулта — 311/, 529 çын вилнĕ. Пурнăçран уйрăлакансен йышĕ пысăкланнине хула çыннисем шыв пахалăхĕ начар пулнипе, медицина пулăшăвĕ япăхланнипе çыхăнтараççĕ. Чăн та, шыв енĕпе ыйту тахçанах тăрать, анчах лару-тăрăва улăштарас енĕпе нимех те туман темелле. Çĕмĕрлери медицина центрĕн ертÿçи Сергей Демьянов каланă тăрăх — больницăна çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, пациентсене сиплес енĕпе ыйту çук. Врачсем çитменни кăна пăшăрхантарать. “Çынсем вилнин сăлтавĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнманнинчен, пурнăç условийĕнчен нумай килет”, — терĕ Михаил Васильевич. Хăйĕн докладне вĕçленĕ май Александр Зиновьев хулана аталантарас тĕллевпе кăçал çĕнĕ котельнăйсем тума, хула картишĕсене хăтлăлатма, промышленноç тата пĕчĕк предприятисене пулăшма шантарчĕ.

“Хула сăнĕ улшăнма тытăннă, çавах ыйту чылай-ха. Район ертÿçисемпе халăхăн пĕршухăшлăн пурăнмалла, — калаçăва пĕтĕмлетрĕ республика Пуçлăхĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.