Хресчене санкцисем ура хураймĕç
Шупашкар районĕнчи «Юрма» агрохолдинг - республикăри малта пыракан чи пысăк предприятисенчен пĕри. Юлашки çулсенче пĕчĕк хула евĕр ÿссе сарăлнăскер, килен-каяна хăйĕн анлăшĕпе тĕлĕнтерет. Çавăнпа пресса машини унăн урамĕсенче аташса çÿренĕ хыççăн кирлĕ вырăна аран-аран çитрĕ. «Агрохолдинг çыннине пĕрле лартса тухмаллаччĕ», - тесе шÿтлерĕç журналистсем.
Лапсарти чăх-чĕп фабрикине паян паллаймăн. Витисем завод корпусĕсене аса илтереççĕ. Пур кĕтесре те çĕнĕ стройка пырать. Пире чăх ашне тирпейлекен производствăна кăтартрĕç. Çĕнĕ проектпа тунă çурт кăшкарĕ хатĕр. Çак кунсенче сивĕтмелли камерăсем кÿрсе килмелле. Чăх ашне çĕнĕ технологипе хатĕрленĕ продукцие кăçалхи сентябрьтех суту-илĕве çитерессе шантараççĕ. Кун пек хăвăртлăхпа ĕçлекен предприяти сайра халь. Малалла вулас...
Комментари хушас