Хресчен сасси 15 (2754) № 24.04.2019

24 Ака, 2019

* 1987 çулта вăл Чернобыль АЭСĕнчи техноген аварийĕпе çыхăннă вырăнсене йĕркене кĕртме хутшăннă. Пур ĕçе те тăрăшса тума хăнăхнăскер ăçта хушнă — çавăнта васканă. Кунта 2, 3-мĕш блоксенче вăй хунă. «Ĕçре 15 минут тăрăшнă хыççăн 10 çухрăма канмашкăн илсе каятчĕç. Паллах, ятарлă хатĕрсемпе ĕçленĕ, унсăрăн юраман. Палаткăсенче пурăнаттăмăр. Хĕл сивĕ пулнăран вĕсене буржуйка кăмакасемпе ăшăтаттăмăр», — аса илет иртнине Иоил Яковлев (Пурнăç  вăл - кĕрешÿ. Роза ПАВЛОВА, Светлана ФРОЛОВА)

* Кăнтăр районта пурăнакансене чăвашлăха упракансем тесе хисеплеттĕм малтан. Халĕ Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсем тĕлĕшпе ун пек калаймăн. Елчĕк тăрăхĕ пирки вара чăн-чăн чăвашлăх утравĕ тесе калас килет. Унта шкул ачисем те анне чĕлхипех пуплеççĕ (Чăваш пулма паян намăс мар)

* Кашни çын телейне хăй тупать. Илюш, Ванюш тата Микулай ялта пурăнаççĕ. Авланман, ватă хусахсем. Çамрăк чухне тăван ялтан тухса кайса ирĕкре ĕçленĕ. Каярахпа тăван кил хупăнасран яла таврăннă. Кил вучахне сÿнтерес темен.
Виççĕшĕ те тракторист. Техника «чĕрине» пĕр тикĕс ĕçлеттернĕ. Анчах темшĕн хĕр чĕри мĕнле тапнине итлеме май килмен вĕсен
(Арăм çук - парăм çук)

* Кирпĕч пирки шухăшлама вăхăт!

* Сад-пахчари ĕçе мĕнрен тытăнмалла? Специалист канашпа пулăшать

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.