Хорта – пĕр пин ача

Республика кунĕнче, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Анне палăкĕ умĕнче Раççейри ачасен пĕрлештернĕ хорĕн концерчĕ иртĕ.

2014 çулта РФ хор обществипе РФ Правительствин пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ хор 1 пин ача сассипе янăранă. Шупашкара 32 регионтан 350 ытла çамрăк юрăç килĕ, ыттисем — Чăваш Ен ачисем. Пĕрлештернĕ хор уявра Чăваш Ен симфони оркестрĕпе пĕрле вырăс тата чăваш композиторĕсен 12 хайлавне шăрантарĕ. Хор дирижерĕ пулма Чăваш патшалăх академи симфони капеллин илемлĕх ертÿçине, РФ тата ЧР халăх артистне Морис Яклашкина шаннă.

Чăваш Ен ачисен пĕрлештернĕ хорĕнче 614 ача юрлать. Çак йыша Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчи тата Шупашкар районĕнчи музыка тата ÿнер шкулĕсенче, пултарулăх керменĕсенче тата вăтам шкулсенче вĕренекен чи пултаруллă хĕр ачасемпе арçын ачасем кĕнĕ. Хорăн пĕрремĕш концерчĕ çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ. Ун чухне коллектив Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсене, ача-пăча тата халăх юррисене юрланă.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.