ХОЛОДИЛЬНИКЕ УÇСА ПĂХАР-ХА

Паллă ĕнтĕ, эпир çиекен çимĕçсен пахалăхĕ мĕнле пулнипе пирĕн сывлăх шайĕ тачă çыхăннă. Кунта пире холодильник витĕмлĕ пулăшать. Анчах - çимĕçсене упрамалли тĕп йĕркесене пăхăнсан кăна. Мĕн юрамасть-ха? Чĕрĕ çимĕçсене пĕçернисемпе, сырсемпе тĕтĕмленĕ çимĕçсене, пахча-çимĕçпе улма-çырлана, сĕт çимĕçĕсене чĕрĕ какайпа тата пулăпа пĕрле упрамалла мар.

Чĕрĕ какайпа пулă. Холодильникĕн чи аялти çÿлĕкне ытти çимĕçсенчен уйрăммăн хумалла. Вĕсене холодильникре - виçĕ талăк таран, морозильникре виçĕ уйăх таран упрама юрать.

Сĕт çимĕçĕсем. Холодильник алăкĕн çÿлĕкĕ çинче хăвармалла мар. Унта температура ăшăрах, çавăнпа сĕт те, кефир та, ытти те хăвăрт пăсăлаççĕ. Услам çăва вара унта ятарлă контейнерпа лартма юрать. Сĕт çимĕçĕсене тĕрĕс мар упрани чир бактерийĕсене аталанма лайăх услови туса парать. Вĕсем организма наркăмăшлантарма, пыршăлăх микрофлорине пăсма пултараççĕ. Тăпăрчăпа сыр валли те уйрăм контейнерсем кирлĕ, унсăрăн вĕсем ытти çимĕçсен шăршине сăхса илеççĕ. Сыра пергамент хучĕпе чĕркеме пулать, ку ăна хăвăрт типесрен, тутине çухатасран сыхлать.

Управ вăхăчĕ: уçă упаковкăра - икĕ талăкран ытла мар, хуппинче - ултă талăка яхăн, тăпăрчă - виçĕ талăкран ытла мар. Услам çу: пергамент хучĕпе чĕркесен е ятарлă контейнерта - вунă кун таран, морозильникре - пĕр уйăха çити.

Улма-çырла, пахча çимĕç. Тĕрĕс мар упрасан кăмăска кăмписемпе микроорганизмĕсем ытти çимĕçсене куçма, ытти пахча çимĕçпе улма-çырла пăсăлассине хăвăртлатма пултараççĕ. Холодильнике нектарин, персик, груша, панулми, банан, авокадо, помидор хумасан лайăхрах. Вĕсем этилен газ кăлараççĕ. Çак газ вĕсене хăвăртрах пиçме, унтан çĕрме витĕм кÿрет. Унсăр пуçне юнашарти çимĕçсем сиенленме пултараççĕ. Пахча çимĕçпе улма-çырлана хальхи кашни холодильникрех пур ятарлă ешчĕксене хурсан лайăхрах. Тата вĕсене пахалăхĕ япăхиччен хăвăртрах çимелле. Çĕрулмине, сухана, ыхрана, кишĕре, кăшмана çутă лекмен сивĕрех уйрăм вырăнта упрасан тĕрĕс.

Çăмарта. Ятарлă контейнерсемпе холодильник алăкĕ çинче упрама юрать. Контейнера хурас умĕн лайăх çуса типĕтмелле. Управ вăхăчĕ - пĕр уйăхран ытла мар.

Çăкăр. Морозильнике хурсан лайăхрах. Холодильникре нÿрĕк шайĕ пысăк пулнипе çăкăр кăвакарма пултарать е типсе каять. Морозильникре нумай вăхăт упранать.

Шăвăç банкăри уçă консерв. Çисе ярайманнине кĕленче савăта хурса хупăлчапа çăтă витмелле. Управ вăхăчĕ - уçсан çичĕ кунран ытла мар.

Тип çу. Хĕвелçаврăнăшпе олива çăвне холодильнике лартмалла мар. Кунжутпа йĕтĕн çăвне вара сивĕ кирлĕ. Управ вăхăчĕ: сивĕлле юхтарнă тасатман /нерафинированное/ çу - хатĕрленĕренпе виçĕ-тăватă уйăх, тасатнă /рафинированное/ хĕвелçаврăнăш çăвĕ - 10 уйăх таран. Тасатман тип çăва уçнă хыççăн пĕр уйăхран ытла упрама сĕнмеççĕ.

Хатĕр яшка. Холодильнике лартас умĕн сивĕтмелле. Управ вăхăчĕ: какай яшки - виçĕ кун таран, пахча çимĕç яшки - пилĕк куна çити.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.