Хисеплине çын курать, хирĕç пулсан пуç таять

25 Пуш, 2014

Çак сăмахсене Кивĕ Улхашра ĕçлесе пурăнакан Николай Кадебин пирки каланăнах туйăнать. Вăл - Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, РСФСР çут ĕç отличникĕ, РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Николай Константинович Пухтелти тата Кивĕ Улхашри вăтам шкулсен директорĕнче нумай çул ĕçленĕ. «Старые Алгаши» тата «В бой иду за вас, родные» кĕнекесен авторĕ. 70 çулти арçын юратнă ĕçне пăрахман-ха, тăван шкулта ачасене ÿкерме вĕрентет.

- Николай Константинович, ачалăхăр çинчен каласа параймăр-и?

- Çемьери тăхăр ачаран эпĕ - асли. Шкула мана çиччĕ тултармасăрах янă. Ачасем сахал пулнипе ĕнтĕ. Пĕрремĕш класа аран-аран пуçтарнă вăл вăхăтра. Эпĕ хăюллă калаçнă, аван вĕреннĕ. Пĕрремĕш чĕрĕке пĕтерсен мана шкул директорĕ Г.Ф.Осипов линейкăра çÿлелле çĕклесе илнĕ те çапла каланă: «Николай Кадебин «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕренет, пĕр кун та шкултан юлман. Çапла вĕренмелле!» Мухтани тата лайăхрах вĕренме хавхалантарнă пулĕ. Мана шкул тулашĕнчи ĕçсене шав явăçтаратчĕç. Отряд, унтан дружина председательне суйланăччĕ. Аван ÿкернипе шкулти стена хаçачĕсене кăларма та мана шанатчĕç, пĕчченех калăплаттăм.

- Ÿкерес пултарулăх аçăр-аннĕртен куçман-и?

- Ÿкерме эпĕ хамăр ял çыннинчен Александр Пешнерен вĕрентĕм. Тавах ăна çакăншăн. Шур сухаллă ентешĕмĕр чăвашлăх ĕçне халĕ те хастар хутшăнать-ха. Мана пĕррехинче Аркадий Гайдарăн сăн ÿкерчĕкне кантăк витĕр йĕрлесе пачĕ. Сăррисене те шеллемерĕ. Çав тери кăмăла кайрĕ мана çак ĕç. Танк мĕлкине те ÿкерсе панăччĕ вăл. Сăрлама та вĕрентрĕ. Танксене касса кăлараттăмăр та вăрçăлла выляттăмăр.

Ас тăватăп-ха, пирĕн пата пĕррехинче Александр Мусяков кĕчĕ. Эпĕ ÿкернине курсан аннене çапла каларĕ: «Ку ачана сирĕн малалла вĕрентмелле». Шкулта та вăл çакăн пирки калаçнă ахăр. Математика, физика, хими учителĕсем ыйтнипе методика материалĕ нумай ÿкернĕ. Малтан ÿкерчĕке тăваткалласа куçараттăм. Кайран пăхса ÿкерме хăнăхрăм. Майĕпен плакат перовĕпе çырас ăсталăха туптарăм. Килтен шпалер илсе килтĕм, Д.Сандркин сас паллисене вырнаçтарма вĕрентрĕ. Вăл вăхăтра плакатсемпе пур çĕрте те анлă усă куратчĕç. Колхоз валли, суйлав тĕлне те мана çыртаратчĕç. Эпĕ ĕçлени аттен ĕç кунĕ шутне кĕретчĕ.

Салтака кайсан та алăран кăранташпа перо кайман. Мана взвод командирне пулăшаканне суйларĕç. Карттăсем, çар хаçачĕсем ÿкерттеретчĕç. Унтан штаб пуçлăхĕ хăй патне ĕçлеме илчĕ. Салтаксене хатĕрлекен классене илемлететтĕм. Мана сержант звани пачĕç. Виçĕ çулта виçĕ хутчен отпуска килсе кайрăм.

- Шкул сирĕншĕн иккĕмĕш кил пекех пулса тăнă...

- Çапла. 1968 çулта салтакран таврăнтăм. Шкулта физика, физкультура тата черчени учителĕ кирлĕ терĕç. Ĕçленĕ вăхăтрах куçăн мар майпа Шупашкарти педагогика институтĕнче ÿнерпе графика факультетĕнче вĕрентĕм. Диплома «5» паллăпа хÿтĕлерĕм, патшалăх экзаменĕсене те ăнăçлă тытрăм. 1970-1975 çулсенче шкул директорĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçларăм. Унтан виçĕ çул Пухтелти вăтам шкулта, 1982-1990 çулсенче Кивĕ Улхаш шкулĕнче директорта ĕçлерĕм. Вăйлă чирлесен тухтăр лăпкăрах ĕç суйлама хушрĕ. Çапла пуçлăх тилхепине теприне патăм.

Шкул маншăн чăнах та иккĕмĕш кил. Юратнă ĕçе пăрахма çăмăл мар. Халĕ эпĕ эрнере виçĕ кун хăнăхнă сукмакпа шкула çÿретĕп, сăнарлă ÿнер урокĕсене ирттеретĕп, тавра пĕлÿ кружокне ертсе пыратăп. Вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче мана ялти чиркÿ настоятелĕ Сергий атте вырсарни шкулĕнче православи культурине вĕрентме сĕнчĕ. Маншăн ку пысăк чыс. Чылай шухăшланă хыççăн килĕшрĕм. Сахал мар литература вуларăм. Халĕ кашни вырсарни кун икшер сехет Европа искусствин урокĕсене ирттеретĕп. Çĕр-шыври паллă чиркÿсем çинчен каласа паратăп. Паллах, Чĕмпĕрти, Чăнлă районĕнчи сăваплă вырăнсемпе те паллаштаратăп. Ку ачасене çеç мар, хама та питĕ интереслĕ.

- Сирĕн шкулта çар Мухтавĕн музейĕ пур. Кунта та сирĕн ăста аллăр перĕннĕ ĕнтĕ?

- Музее 1978 çулта тума пуçларăмăр. Чăвашкасси, Çĕнĕ Улхаш, Кивĕ Улхаш, Пухтел ялĕсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тата хĕрÿ ытти вырăнта çапăçса палăрнă, пуç хунă паттăрсем пур. 2000 çулта пирĕн музей пĕтĕм Раççейри шкул музейĕсен хушшинчи конкурсра лауреат ятне тивĕçрĕ.

- Пушă вăхăтра хăвăра мĕнпе йăпататăр?

- Эпĕ ÿкерме тата йывăçран япала ăсталама юрататăп. Пĕренерен тĕрлĕ сăнар касса кăларатăп. Пÿрт умĕнчи пахча картине хам ăсталанă паттăр çар çыннисем, пирĕштисем, тухьяллă чăваш хĕрĕ илемлетеççĕ. Тавра пĕлÿ ĕçĕ илĕртет. Манăн «Старые Алгаши» кĕнеке тухнăччĕ. Ăна çĕнетсе кăларас шухăшăм пур. Хушмалли питĕ нумай. Сăвăсене те кĕртесшĕн.

- Паянхи саманара мĕнпе килĕшместĕр?

- Юлашки вăхăтра чун йышăнман, вĕчĕрхентерекен япаласем тĕл пулкалаççĕ. Пуçĕсене хырнă арçынсене, кăкăр таран çарамасланнă хĕрарăмсене, радио тата телекурав дикторĕсем васкаса калаçнине, укçана юратакансене, сутăнчăксене чун сивлет.

Шкулта директорта ĕçленĕ чухне хам пеккисем çукшăн пăшăрханаттăм. Эпĕ пĕр кун та тавра пĕлÿ ĕçĕсĕр пурăнман, ялан мĕн те пулин çĕннине шыранă. Халĕ укçасăр ĕçлекен çукпа пĕрех. Хам пирки сăвапшăн ĕçлетĕп теме пултаратăп.

Нина РАЗУМОВА.

Чăнлă районĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.