Хирти вăрттăн вил тăпри

11 Раштав, 2014

Кăçалхи октябрьте Çĕнĕ Шупашкар хулин право хуралĕн органĕсенчен çамрăк хĕрарăм пулăшу ыйтнă: 27 çулти упăшки çухалнă иккен. Ăна арăмĕ октябрĕн 7-мĕшĕнче юлашки хут курнă, унтанпа пĕр сас-хура та çук...

Ун чух преступлени пулнине пĕлмен-ха, анчах Следстви комитечĕн химиксен хулинчи пайĕ ĕç-пуçа вăраха ямасăр Уголовлă кодексăн 105 статйин 1-мĕш пайĕпе /çын вĕлерни/ уголовлă ĕç пуçарнă. Шел те, следовательсен иккĕленĕвĕ кĕçех тÿрре тухнă. Следстви тата оперативлă шырав ĕçĕсене пĕлсе тата ăнăçлă йĕркеленĕ май çамрăк çын мĕнле лару-тăрура çухалнине пĕлме, унăн пурнăçне татнă çын тата ăна пулăшнисен йĕрĕ çине ÿкме, вĕсене тытса чарма май килнĕ.

Халь преступлени ÿкерчĕкĕ уçăмлă ĕнтĕ. Октябрĕн 7-мĕшĕнче каçхине 27 çулти çамрăк çын хăйĕн Шупашкарти 24-ри пĕлĕшĕнчен пулăшу ыйтнă: Шупашкар районĕнчи Шăмăшри пĕлĕшрен кивçен илесшĕн - хăвăн машинупа унта илсе кайса килейместĕн-и?

Пĕрле Шупашкар районĕнчи Çĕньял каччи те, алă вĕççĕн тытăçу мелĕсемпе кăсăкланаканскер, ларса пынă. Çул çинче шăпах вăл Çĕнĕ Шупашкар çыннипе хирĕçсе кайнă. Хирĕçÿ машина Шăмăш ялĕ патĕнчи хирте чарăнсан та вĕçленмен. Кĕçĕнни, тытăçас енĕпе ăстаскер, аслăраххине хĕнесе пĕтернĕ - унăн аяк пĕрчисене хуçмаллах. Шел, вăл алă вĕççĕн хĕненипе кăна çырлахман çав. Çĕçĕ кăларнă - ахаль те суранланнăскере мăйĕнчен 13 хутран кая мар чикнĕ.

Шăмăшри пĕлĕшне чĕннĕ, мĕн пулса иртнине каланă та - лешĕ кĕреçесем илсе килнĕ. Вилле вĕсем уйрах чавса чикнĕ. Преступлени пирки никама та шарламăпăр тесе каварлашнă. Анчах «уй куçлă» текен каларăш ку тĕслĕхре те тÿрре тухнă. Тĕрĕссипе, право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем çине тăрса ĕçленĕ - çакă преступление уçса пама пулăшнă.

Малтанах хыпарсăр çухалнăскерĕн телефон шăнкăравĕсен списокне тĕрĕсленĕ. Вăл çухалнă кун унăн телефонĕпе такси чĕнни палăрнă. Такси службин диспетчерĕсем клиентсемпе калаçнине итленĕ хыççăн çакна çирĕплетнĕ: телефонпа хуçи мар, унăн пĕлĕшĕ /шăпах - вилле чавса чикме хутшăннăскер/ калаçнă - çапла майпа следствие арпаштарас, телефон хуçи преступлени пулнă кун хыççăн та чĕрĕ пулнă пек кăтартас тенĕ ĕнтĕ.

Çĕньял каччи, çын вĕлернĕскер, тĕлĕшпе УК 105 статйин 1-мĕш пайĕпе айăплав тăратнă. Унăн икĕ пĕлĕшĕн УК 316 статйипе /уйрăмах йывăр преступление пытарма пулăшни/ явап тытма тивĕ. Тепĕр тесен следстви вĕçленмен-ха, тен, преступленин çĕнĕ саманчĕсем те çиеле тухĕç.

К.НИКОЛАЕВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.