Хĕвелпе пĕрле вăраннă хĕвел ачисем
Çапла чĕнеççĕ вĕсене, ачалăхне ылханлă вăрçă туртса илнĕ аслă ăру çыннисене. Шкула çÿреме пуçланипе пĕрлех çитĕннисен пурнăçне кÿлĕнме тивнĕ тĕрекленсе çитейменскерсен: фронта кайнă ашшĕ-пиччĕшĕ вырăнне йышăннă, хĕвелпе пĕрле вăранса пĕрлешÿллĕ хуçалăх уйне васканă, вĕçĕ-хĕррисĕр туйăнакан ана тăрăх суха лаши хыççăн каллĕ-маллĕ утнă. Тырпул çитĕнтернĕ, ăна пухса кĕртмесĕр те вĕренме май килмен - çак тапхăр раштав уйăхĕчченех, çĕмеле хывнă кĕлтесене йĕтем çине турттарса тырра тĕшĕлесе кĕлете хывичченех тăсăлни те пулнă. Анчах пĕри те нăйкăшман: фронтра çапăçакансене тата йывăртараххине чунпа туйнă, вĕсене пулăшмашкăн, Аслă Çĕнтерĕве çывхартмашкăн ватти-вĕтти кар тăнă.
Элĕк районĕнчи Мартынкасси ялĕнче пурăнакан Вениамин Архипов та - çав ăру çынни, вăрçă ачи эппин...
1935 çулхи çурла уйăхĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă вăл. «Атте çиччĕрех тăлăха юлнă, анне тăваттăра ашшĕне çухатнă. Çемье çавăрнă чухне пĕри - 21, тепри 19 çулта пулнă. Самана йывăрлăхне пăхмасăр тăватă ывăлне ĕçе вĕрентнĕ, халăха юрăхлă çитĕнтерме ĕмĕтленнĕ, - тет иртнине аса илсе Вениамин Архипович. - Анне кунĕпе тырă вырнă, каçхине мана çуратнă, ирхине пепкине пусмапа чĕркенĕ те каллех уя васканă». Малалла вулас...
Комментари хушас