Хĕвеллĕ Крым ăшши Чăваш Ене килет
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ эрнере Ялтăри Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăннă, ĕçлĕ çак çул çÿрев чи малтанах Чăваш Енпе Крым çыхăнăвĕсене çирĕплетме пулăшĕ.
Форумăн тĕп мероприятийĕ — пĕрлехи «Тĕнче пуласлăхĕ. Раççей пуласлăхĕ» лару. Регионсем пĕр-пĕринпе тытакан çыхăнусен пĕлтерĕшĕ пирки ыйтнине хуравланă май Михаил Васильевич Раççей хăвачĕ регионсен çирĕп çыхăнăвĕпе çирĕпленсе пынине, Крымăн аталану майĕсем питĕ пысăккине палăртнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăй ертсе пыракан республика Крымпа тачă çыхăну тытса ĕçлени çинчен каласа кăтартнă, çак ĕçтешлĕхе аталантармалли майсемпе паллаштарнă.
Крымпа тытакан çыхăнусем малашне вăй илсех пырассине вара çак республика правительствипе ирттернĕ тĕлпулура та çирĕплетнĕ — икĕ регион суту-илÿпе экономика, ытти енĕпе алла-аллăн ĕçесси çинчен тунă килĕшĕвĕ мĕнле пурнăçланине тишкерсе хакланă. Михаил Игнатьев Сергей Аксенова регионсен ĕçтешлĕхне аталантарас енĕпе пĕтĕмпех тунăшăн тав тунă. Çак çулсенче Крымри предприятисем Чăваш Ене ăсатакан таварсен калăпăшĕ 6 хут пысăкланнă, пирĕн республикăран унта ăсатаканнин вара — 5 хут.
Тĕлпулура икĕ республикăри муниципалитетсен туслă çыхăнăвне çирĕплетес ыйтусене те сÿтсе явнă.
Комментари хушас