"Хĕрсене перчетке пек улăштаратăп"

Çут çанталăк мана çавнашкал çуратнă-ши, пĕлместĕп, эпĕ — хĕрарăмсене перчетке пек улăштаракан каччă. Юратушăн асапланса курман. Пĕр хĕрпе кăна çÿрейместĕп эпĕ. Мана вĕçĕмех çĕнĕрен те çĕнни кирлĕ. Мĕншĕн çапла? Сăлтавне шырамастăп. Хампа нимĕн те тăваймастăп — çапла чун ыйтать, урăхла хурав çук.

Хĕр-хĕрарăм пуçне çавăрма тăрăшма та кирлĕ мар. Тахçанах асăрханă — ман пеккисене юратаççĕ. Эпĕ çÿллĕ те тĕреклĕ, илемлĕ сăн-питлине кура-ши — тĕрлĕ ÿсĕмри пикесемпе "аппасем" мăйран çакăнаççĕ. Унашкаллисем эпĕ мĕн ыйтнине йăлтах пурнăçлама хатĕр. Хама епле тытас тĕлĕшпе манăн меслет пур: кăнттам мар, анчах мĕн кирлине уççăн та вăтанмасăр, хăюллăн та татăклăн калатăп. Манăн алла лекнĕ хĕрарăм сĕрекене çакланнă пулă пек авкалантăр, вырăн çинче пĕтĕм вăйне мана патăр — çакна кăна кĕтетĕп эпĕ. Канфетпа илĕртнĕ евĕр куçран пăхса çапла ыйтатăп. Нихăçан та суймастăп, нимĕн те шантармастăп. Савăшу кирек епле вĕçлентĕр — хама нимĕн те пулман пек тыткалатăп. Хĕрарăма мухтас йăла çук, ун умĕнче тÿрре тухмастăп. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.