«Хĕрлĕ» чех Ярослав Гашек тата чăвашсем
«Маттур Швейк салтак тĕнче вăрçинче курса çÿрени» роман авторне, большевиксемпе Советсене Раççей влаçĕнчен сирпĕтсе антарассишĕн Мускава талпăннă Учредительнăй пуху членĕсен комитечĕн /Комуч/ Халăх Çарĕпе тата чехословаксен корпусĕпе совет влаçĕ майлă çапăçма хут-шăннă Ярослав Гашек /1883-1923/ чех çинчен Совет Союзĕнче илтмен çын пулман. Вăл çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Пурнăç çулĕ ăна чăвашсемпе те çыхăнтарнă. Ăçта тата мĕнле?
Суту-илÿ академине пĕтернĕскере 1915 çулхи нарăс уйăхĕнче Раççей империне «тăна кĕртме» Австри Çарне мобилизациленĕ. Ярослав ун чухне вăтăр икĕ çулта пулнă. Çĕртме уйăхĕнче Гашек хĕсметре тăнă полка Австри-вырăс фронтне илсе пынă. Прагăра пĕрмай Германин вăрçă политикине хирĕçле акцисене хутшăннăскер икĕ уйăхранах Галицири Хорупань ялĕ патĕнче вырăссен енне тарса каçнă. 1916 çулхи çĕртме уйăхĕччен тыткăнрисен лагерĕнче пурăннă, Октябрь революцийĕ хыççăн совет влаçĕ майлă кĕрешме кăмăл тунă чехсен полкне çырăннă. Хăйĕн публицистика статйисене Киевра тухса тăнă «Чехослован» хаçатра пичетленĕ. Полкра вырăс большевикĕсемпе, чехсен сулахай социалисчĕсемпе çывăхланать, социализм идейине чун-чĕрине хывать. Киеври чехословаксен корпусĕн командирĕсем совет влаçне йышăнманнине пĕлсе 1918 çулхи нарăс уйăхĕнче Мускава тухса каять. Кунта Совет правительствипе большевиксен тĕллевĕсемпе, çĕршыври лару-тăрупа паллашать, РКП/б/ ретне тăрать.
Чехословаксен аллă пин çынран тăнă корпусĕнчен 200 çын çеç, çав шутра Гашек, Хĕрлĕ Çар енне куçнă. Ыттисем 1918 çулхи çу уйăхĕнче пуйăссемпе малтан Владивостока, унтан тинĕс урлă Европăна таврăнма çула тухнă. Анчах Уралта корпус Антанта /Аслă Британи тата Франци/ витĕмне лекнĕ — çĕршыва коммунистсемпе советсенчен тасатмашкăн пулăшма шантарнă. Украинăра Гашек темиçе уйăхранах Челябинскран Атăл тăрăхне çитнĕ ентешĕсемпе хире-хирĕç тăрса хаяррăн çапăçма тивесси çинчен шухăшлама та пултарайман.
Вăл Самарта чехословаксен отрядне йĕркеленĕ, унăн политкомиссарĕ пулнă. Анчах Комучăн Халăх Çарĕ хĕснипе отряд Хĕрлĕ Çар йышĕнче Хусанпа Чĕмпĕр патнелле чакнă. «Шуррисем» Самара тытса илсен Ярослав пĕр хушă вăрттăн çÿресе информаци пухнă. Авăн уйăхĕнче, Комуч Çарĕпе чехословаксен корпусне Урала хăвалама тытăнсан, ăна Пушкăртстанри Пĕкĕлме хулинчи çар комендатурине йĕркелеме янă. Унта Иван Риманов чăвашпа пĕрле хĕсмет тивĕçне икĕ уйăх ытла пурнăçланă, «хĕрлĕ» армеецсемпе вырăнти халăх хушшинче совет влаçĕпе Хĕрлĕ Çар майлă агитаци ĕçне йĕркелеме хутшăннă.
Пĕкĕлмене çитсенех Иван Широков комендант хула халăхне хĕç- пăшалпа çар хатĕрне пырса пама хушнă. Арсенала пухма салтаксене Иван Филиппов /Шупашкар уесĕ/, Николай Архипов /Çĕрпÿ/, Василий Осипов /Етĕрне/ чăвашсем ертсе кайнă. Çынсем урама винтовкăсем, аллă ытла ещĕк патрон, икĕ пулемет, çĕре яхăн граната, ытти хĕç-пăшал тухса хунă.
Гашек Широков коменданта пăхăнса ĕçленĕ. «1918 çулхи юпа уйăхĕнчи тĕттĕм çĕре дежурствăра Гашекпа пĕрле ирттертĕмĕр, — аса илнĕ Риманов «Ярослав Гашек чăваш «хĕрлĕ» армеецĕсен хушшинче» кĕнекере /вăл 1968 çулта пичетленнĕ/. — Дежурствăра вăл асличчĕ. «Хĕрлĕ» армеецсем Пĕкĕлме хапхи патĕнче тытса чарнă çынна комендатурăна илсе пычĕç. Вырăсла лайăх калаçакан Гашек унран çĕрле ăçта кайма тухнине пĕлесшĕн пулчĕ. «Çывăхри ялти чирлĕ выртакан анне патне васкарăм», — хуравларĕ лешĕ, паспортне кăларса тыттарчĕ. Вăл комендатурăран çывăхрах пурăнать имĕш. Гашек ăна шеллерĕ пулас, килне çитсе ăшăрах тăхăнма, çийĕнчех таврăнма хушрĕ. Икĕ сехет иртрĕ — çын таврăнмарĕ. Паспортра кăтартнă адреспа вырăна çитсе тĕрĕслерĕмĕр: пÿртре карчăкпа старик çеç, комендатурăна илсе пынă çынна пĕлмеççĕ. Вăл Урал еннелле чакакан «шуррисен» шпионĕ пулнине тепĕр кунне пĕлсен: «Акă мана, ухмаха, епле улталарĕ», — мăкăртатса илчĕ Гашек, кулянса чĕнмесĕр çÿрерĕ. Тăшман хăйне шăнман пăр çине лартса хăварни çинчен ирхине коменданта каласа пачĕ. Вăл салтаксене строя тăратса «шуррисен» командованийĕ хушнипе Пĕкĕлмене разведкăна килнĕ çынна кăларса янăшăн Гашека самаях пĕçерккĕ пачĕ. Çакăн хыççăн «хĕрлĕ» чех /ротăра унăн хушма ячĕ çаплаччĕ/ социализм тăшманĕсемпе пĕр шелсĕр кĕрешме сăмах пачĕ. Чăн та, кайран ăна çирĕп тытрĕ, тăшмана тавăрчĕ-тавăрчех».
Комендатура ротин салтакĕсем 1918 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Ик юхан шывĕ /Кама юппи/ хĕрринчи çапăçура тыткăна илнĕ «шурă» офицерсен хушшинче Пĕкĕлме хапхи патĕнче тытса чарнă çынна палласа илнĕ. Хăйне персе вĕлерессипе хăратсан вăл хулана совет влаçне хирĕçле вăйсене пăлхава çĕклеме пыни тата «шуррисен» планĕсем çинчен каласа панă. Революци-çар комитечĕ ăна персе вĕлерме приговор йышăннă.
«Гашекпа, ыттисемпе пĕрле манăн Пĕкĕлме уесĕнчи чăваш ялĕсенче чухăнсен комитетне йĕркелеме тиврĕ, — аса илнĕ И.Риманов. — Çакăн хыççăн Гашекпа Голубев агитатор Ивановка ятлă чăваш ялĕнче митинг ирттерчĕç. Çĕршыва «шуррисен» Каппель корпусĕнчен тата чехословаксенчен тасатмашкăн Хĕрлĕ Çара пĕтĕм вăйран пулăшма чĕнсе каларĕç. Гашек комендатура ротинчи салтаксемпе хăвăрт туслашрĕ. Вĕсемпе çывăхланма Чĕмпĕртен унпа пĕрле килнĕ чăвашсем те пулăшрĕç. Вĕсем «хĕрлĕ» чеха чăн-чăн коммунист, хамăр çын, мыскараçă тетчĕç. Гашек ординарецĕ Василий Краснов чăваш патне ентешĕсем час-часах пыратчĕç, çав тĕлпулусенче вĕсем Гашекпа хутшăннă».
1918 çулхи кĕркунне Пĕкĕлмери Халăх çуртĕнче Гашек, ыттисем хутшăннипе митинг иртнĕ, Октябрь революцийĕ çулталăк тултарнă май вăл хĕрÿллĕ сăмах каланă. Малалла вулас...
Комментари хушас