Хĕрĕх çул иртсен...

19 Çĕртме, 2014

2014 çул маншăн юбилейсемпе палăрса юлĕ. Çемье çавăрнăранпа тата Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнăранпа - 30, Вăрнарти совхоз-техникумра /халĕ - ял хуçалăх техникумĕ/ диплом илнĕренпе 40 çул çитрĕ.

41 А ушкăнра вĕреннĕ 16 каччăпа 15 хĕр 1974 çулхи çуркунне пĕлĕве ĕçпе çирĕплетмешкĕн направленипе виçĕ çуллăха Совет Союзĕн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Пуçламăш курссенче йыш пысăкрах та пулнă. Михаил Ивановпа Лев Фомин тĕрлĕ сăлтава пула икĕ çултан пирĕнтен уйрăлчĕç.

Çамрăк специалистсем производствăра аслисем хушнине тăрăшса пурнăçланă, анчах пурин те агрономра ĕçлеме тÿр килмен. Пĕр хĕре, çырла пек чиперскере, Омск облаçĕнчи пĕр хуçалăх ертÿçи леш тĕнчене кайнă специалист вырăнне çын тупайманран ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме хушнă. Хĕр ĕçе чухлайман пулсан та пăркаланман - килĕшнĕ, каярахпа пĕчĕккĕн хăнăхнă.

Çамрăксем ĕçленĕ хушăрах аслă пĕлÿ илнĕ. Ытларахăшĕ пурнăçа çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Хăшĕсем вара бухгалтер, экономист, педагог, культура ĕçченĕ, журналист, юрист, инженер специальноçĕсене кăмăлланă. Колхоза е совхоза ертсе пынисем те пур. Шăмăршă тăрăхĕнче çитĕннĕ Михаил Туктаров нумай çул Çĕрпÿ районĕнчи «Броневик» хуçалăхăн тĕп агрономĕ, каярах унăн ертÿçи пулнă.

40 çул иртсен кăçал техникумра 16-ăн тĕл пултăмăр. Шел, çиччĕшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Тĕл пулăва йĕркелекенсем хăшĕн-пĕрин йĕрĕ çине инçетре пурăннăран ÿкеймен. Шăмăршă районĕнчи Николай Воробьев хыпар илнĕ пулсан та килеймерĕ. Телефонпа çыхăнсан: «Ака хĕрсе çитнĕ вăхăтра хуçалăхран епле кайăп», - терĕ. «Акă кам вăл чăн-чăн агроном!» - терĕмĕр Николая мухтаса.

Уява çÿллĕ шайра йĕркелеме пултарнăшăн Владимирпа Александра Важоровсене чĕререн тав турăмăр. Иккĕшĕ те пирĕнпе пĕрле вĕреннĕ. Владимир Егорович Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Искра» хуçалăха нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ертсе пынă. Унăн йĕркелÿ пултарулăхĕ техникумрах палăратчĕ. Салтак пăттине икĕ çул тутанса таврăнсан хĕллехи каникул хыççăн виççĕмĕш курса килчĕ. Кашниех хăйĕн ăшĕнче ăна «Бывалый» тетчĕ пулĕ, анчах куçран каламан, чунтан хисепленĕ. Пурсăмăр та ун тавра кĕпĕрленеттĕмĕр. Володя салтак пурнăçĕ çинчен сехечĕпех калама юрататчĕ.

Хĕрĕх çул сахал мар çав. Пĕр-пĕрне тÿрех ниепле те палласа илейместпĕр. Вăхăт кăштах иртсен куç хăнăхса çитрĕ пулас /аслатиллĕ çумăр хыççăн тĕнче тасалнă евĕр/- пирĕн ума паллакан çынсем тухса тăчĕç. «Чылай хушă инçетре ĕçлесе пурăннă тăвансем таврăннă!» - тесе кăшкăрса яманни çеç. Тулса çитнĕ савăнăçăн вĕçĕ-хĕрри çук.

Вăхăт пĕр вырăнтах тăрать тейĕн - лекцисене çаплах пĕрле çÿренĕн туйăнчĕ. Халĕччен кунашкал асамлă тĕлĕнтермĕш тыткăнне лексе курманччĕ-ха.

Студент чухне хамăра çирĕплетнĕ кабинетра пултăмăр. Кашниех хăй ларнă вырăна шыраса тупрĕ. Пĕр самант хăйне занятире пулнăн туйрĕ. Çамрăксен пĕлÿ илнĕ хушăрах хĕрÿ те çепĕç туйăмсем çуралнă, вăхăт çитсен икĕ çемье чăмăртаннă. Ытларах та пулма пултарнă пулĕ. Хăшĕ-пĕри, тен, туйăмне палăртма именнĕ?

Кунашкал тĕл пулу кирлех. Илемлĕ самантсемпе йăпанса малалла пурăнма çĕнĕ вăй хушать, шухăшсем çуратать.

Авăн уйăхĕнче пĕр-пĕр хуçалăха пулăшма яратчĕç. Чăн-чăн романтика! Пĕррехинче Кульцавра пан улми пуçтартăмăр, тепрехинче хăмла ăмăртмалла татрăмăр. Çĕнтерÿçĕсене парнепе чысларĕç. Мана сăран перчеткепе савăнтарчĕç. Хĕл умĕн шăпах вырăнлă пулчĕ.

Виççĕмĕш курс хыççăн пирĕн ушкăна пур енĕпе те çитĕнÿсем тунăшăн столовăйра пĕр уйăх тÿлевсĕр апатлантарчĕç. Куншăн пурте питĕ савăнтăмăр. Стипендирен тытса юлмалла лотерея билечĕсем валеçни те асрах. Çакă пĕр хĕре телей кÿчĕ - «Запорожец» автомашина выляса илчĕ.

Чи ăшă та ырă сăмахсене ушкăн ертÿçине - Римма Петровна Зотовăна - халалларăмăр /сăн ÿкерчĕкре - малти ретре, варринче/. Вăл пирĕншĕн амăшĕ вырăнĕнчех пулнă. Йывăр вăхăтра сăмахпа та, ĕçпе те хавхалантарнă. Пĕр каччăн, ашшĕсĕр çитĕнекенскерĕн, хăрах пушмакĕ тăпăлса тухнă. Асăрханă вăл çакна. Профкома хут çырса пушмак туянмалăх укçа илме пулăшнă. Студентсен кил-йышĕпе çывăхрах паллашас тĕллевпе çемьесенче пулса курнă. Пирĕн пата та - Канаш районĕнчи Атнаша - çитнĕ. Халĕ районсем тăрăх çÿрекен преподаватель пур-ши?

Йĕрке тăрăх студентăн семестршăн пĕр «3» пулсан та вăл çур çул стипенди илеймест. Паллах, патшалăх уншăн укçа уйăрмасть. Эпир «виççĕçĕсене» шелленĕ - стипендие пĕр пек пайланă. Пĕлнĕ: нухратсăр пурне те йывăр. Çав вăхăтрах çакна та шута хунă - ăнсăртран «3» кашниех илме пултарать.

- Нумай çул иртнĕ хыççăн сирĕнпе тĕл пулнăшăн эпĕ питĕ савăнтăм, - терĕ Римма Петровна. - Коллектив питĕ туслăччĕ. Пĕр-пĕрне хÿтĕлеме пултарнă эсир, ушкăнран уйрăлман, яланах пĕр чĕлхе тупаттăрччĕ. Кам кăна çук халĕ сирĕн хушăра!

Галина Морозова, Николай Григорьев, Виктор Шабалкин, Валентинăпа Зинаида Усановасем, Зоя Сергеева, Вячеслав Иванов /хĕрсен хушамачĕ вĕреннĕ чухнехи/, ыттисем те хăйсен пурнăçĕпе, ĕçри çитĕнĕвĕпе паллаштарчĕç, телефон номерĕсемпе ылмашăнчĕç. Туслă çыхăну малашне татах та çирĕпленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.