Хĕрарăмсене тапăннă

5 Çурла, 2014

Тĕп хулара пĕр уголовлă ĕçпе харăсах пиллĕкĕн суд умне тăнă. 22-34 çулсенчи çамрăксене Шупашкарти Калинин районĕн сучĕ Уголовлă кодексăн темиçе статйипе айăпланă: кашнин айăпне кура - çаратнăшăн, хурахла тапăнушăн, хĕрарăмсене мăшкăлланăшăн явап тыттарнă.

Уголовлă ĕçе Следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ суда çитернĕ. Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - пĕлтĕрхи çу уйăхĕн варринче çак ушкăн тĕп хулари проституткăсем тĕлĕшпе преступленисем тунă. 20-44 çулсенчи 11 хĕрпе хĕрарăма шар кăтартнă.

Проституци саккунлă ĕç мар, çавăнпа вĕсене тапăнсан шар курнăскерсем полицирен пулăшу ыйтмĕç тенĕ-тĕр. Çамрăк çынсем çав хĕрарăмсем патне шăнкăравласа вĕсен хваттерĕсенче тĕл пулма калаçса татăлнă - савăшушăн çунакан ахаль клиентсем пек пынă. Тĕл пулсан вара хĕрсемпе хĕрарăмсене уççăнах тапăннă, çĕçĕпе хăратса вĕсен укçине, пурлăхне турта-турта илнĕ.

Тĕп хулан çурçĕр-хĕвел анăç районĕнчи çавнашкал черетлĕ хурахла тапăну хыççăн пуçтахсем унти тăватă хĕре мăшкăлланă, секспа çыхăннă ытти намăс ĕç тунă. Шар курнăскерсене кÿнĕ сиен виçи - 40 пин ытла тенкĕлĕх.

Суд айăплисене 4 çул та 2 уйăхран пуçласа 6,5 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă. Çак вăхăта хăшĕсем - пĕтĕмĕшле режимлă, теприсем çирĕп режимлă колонисенче ирттерĕç. Приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.

Следстви управленийĕн пресс-службинче çак саманта пайăррăн палăртрĕç: айăпланнисенчен иккĕшĕ мăшăрланнăскерсем-мĕн, вĕсен пĕчĕк ачисем те пур. Тата иккĕшĕ - маларах темиçе хут та судпа айăпланнăскерсем. Пĕри, 34 çулти, ют пурлăха вăрланипе çыхăннă преступленисемшĕн унччен çичĕ хут суд умне тăнă. Çавна май хăйĕн пурнăçĕн çуррине - 17 çул çурă - тĕрме-колонире ирттернĕ. Юлташĕн те - уголовлă 8 айăплав. Вăл вăрланăшăн тата ют çурта саккуна пăсса кĕнĕшĕн пĕтĕмпе йĕплĕ карта леш енче 9 çул ытла ирттернĕ.

К.НИКОЛАЕВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.