Хĕрарăма «куçа курăнман алă» пулăшать тейĕн...

Британи философĕн, экономисчĕн Адам Смитăн «Халăхсем пуясси епле пуçланнине тĕпчесе пĕлни» экономикăна пуçарса яракан пĕрремĕш ĕç шутланать. Унта автор «куçа курăнман алă» пур тесе ĕнентерет. Вăл «хуçине» тухăçлă ĕçлеме пулăшнă май обществăна та усă кÿрет имĕш. Ку, паллах, кирек хăш тытăма та пырса тивет. Çапах та ял хуçалăхри «куçа курăнман алă» паян ытларах çынсен яваплăхĕ, тăван çĕре хаклама пĕлекенĕн чун ыратăвĕ çинче тытăнса тăрать. Пĕтĕм ĕçе мотоблокпа, лашапа /тĕрĕссипе, вĕсем çукпа пĕрех халĕ/ е алă вĕççĕн туса пĕтереймĕн. Ирĕксĕрех трактор-машинăллă çынран пулăшу ыйтма тивет. Теплицăсемпе йĕркеллĕ усă курас тесен те самай тар тăкмалла.

Телее, тулли пурнăçпа киленме, савăнма, çут çанталăкпа, пĕр-пĕринпе тăванла хутшăнса киленĕç тупма пĕлекенсем те пур. Çакă çынна вăй-хăват хушать, малалла пăхма хистет. Кунашкаллисем кашни ялтах пур. Манăн вара Муркаш районĕнчи Ятманри Юлияпа Александр Кирилловсем пирки каласа кăтартас килет.

Юлия Михайловна нумай çул бухгалтерта ĕçленĕ. Александр Константинович Муркаш райповĕнче вăй хурать. Хусанти авиаци институтĕнчен вĕренсе тухсан Чулхулари авиаци заводĕнче ĕçленĕ вăл, унтанах çар ретне кайнă. Икĕ çул Байконурта хĕсметре тăнă. Пур ĕçре те хастар та вăйпитти арçын эрех-сăрапа иртĕхмест, пирус турт­масть.

Капмар кил-çурт туса лартрĕç вĕсем: путвал-нÿхреп пысăк, сарай-вите тирпейлĕ, гараж, мастерской, лаç-мунча... Чăх-чĕп, сурăх тата кролик тытаççĕ. Маларах ĕне те, качакасем те усранă. Садра та темĕн тĕрлĕ улма-çырла çитĕнет. Чечекĕсем мĕн тĕрлĕ! Виктори çырли лаптăкĕ те çителĕклех. Икĕ теплица та çимĕç туса илме çăмăллăх кÿрет. Усă курмалли çĕр 3 гектар таранах. Унта тĕрлĕ пахчаçимĕç ÿстерме те, утă çитĕнтерме те лаптăк çителĕклех.

Икĕ хĕрĕ çемйисемпе районцентрĕнче тĕпленнĕ. Тăван ялне килсех тăраççĕ. Кирилловсен мăнукĕсем те тăваттăн: иккĕшĕ — студент, тата иккĕшĕ — шкулта. Вĕсем те кукамăшпе кукашшĕ патне тăтăшах килеççĕ, хуçалăхра пулăшма тăрăшаççĕ.

Эпĕ пырса кĕнĕ чухне Юлия Михайловна вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе ларатчĕ /халĕ ку хĕрарăмсен хушшинче модăра пулмалла/. Юнашарах — хаçатсен çĕнĕ номерĕсен тĕрки. Çав шутра — «Чăваш хĕрарăмĕ» те. «Хама чăваш хĕрарăмĕ тесех шухăшлатăп, çавăнпа çак хаçата яланах çырăнса илетĕп. Унта пирĕн валли интереслĕ материал сахал мар пичетлеççĕ», — терĕ кил хуçи арăмĕ.

Мăшăрпа хушма хуçалăх çинчен сăмах хускатрăмăр. Çапах та çăмăл мар-çке çавăн чухлĕ çĕрпе йĕркеллĕн те тирпейлĕн усă курма, тупăш илме. «Йывăр, паллах, — тет Александр Константинович, — анчах эпир çакна хамăр çĕр çинче тĕрмешсе савăнас, ачасемпе мăнуксене ĕçе хăнăхтарас тесе тăватпăр. Тăван çĕре, таврана юратма вĕренччĕр. Май килнĕ таран тăвансене те пулăшса пырас тетпĕр. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç: пире пулăшакан та нумай — эпир те вĕсен умĕнче парăмра юлас теместпĕр».

Ку çемьери çитĕнекен ăрăва хывакан инвестици тĕллевлĕ те питĕ тĕрĕс пулса пырать тесен йăнăш пулмасть. Йăх-тымар историйĕпе те кăсăкланаççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр Юлия Михайловна Казахстана кукашшĕн вилтăпри çине кайса килме пултарчĕ, унти тăвансемпе тĕл пулса калаçрĕ, нумай информаци илсе килчĕ. Ку та ачисемпе мăнукĕсемшĕн, тăванĕсемшĕн çемье историне тĕпчес туртăмра ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Çак мăшăр хуçалăх ĕçĕсене те, ытти пуçарăва та чăвашсен ниме меслечĕпе йĕркелесе пыма пĕлет. Тĕрлĕрен уявра çывăх çыннисемпе, тăванĕсемпе, юлташĕсемпе пухăнса савăнма пултараççĕ. Тулли пурнăçпа киленме пĕлеççĕ пирĕн аппасемпе йăмăксем, ăш-пиллĕ чăваш хĕрарăмĕсемпе вĕсен çемйисем. Кил-çуртĕнче те, пахчара та, уйри çĕр лаптăкĕсем çинче те яланах тирпей-илем хуçаланать. Чăнах та, темле «куçа курăнман алă» пулăшса тăрать тейĕн.

Валерий ФЕДОРОВ.

Валерий ФЕДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.