Хĕрарăм 130 пин тенкĕ парăма кĕнĕ

10 Ака, 2018

Шупашкарти суд приставĕсем ÇÇХПИ ĕçченĕсемпе пĕрле Mercedes-Benz C200 хуçине тытса чарнă. Хĕрарăмăн çул çинчи йĕркене пăснă 150 штраф пуçтарăннă, 130 пин тенкĕ парăма кĕнĕ.

РФ суд приставĕсен Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 52 çулти хĕрарăм Мускав-Шупашкар çул çинче йĕркене час-часах пăснă. Анчах пухăннă штрафсене тÿлеме васкаман. Штраф тĕп виçерен каçса 150 пин тенке çитсен приставсем çăмăл машина хуçи патне çитнĕ. Мерседеса тытса илсе транспортсен ятарлă тăраткăчне лартнă.

 

Комментари хушас