«Хĕллехи фотоканикул» конкурс çĕнтерÿçисем паллă

1 Пуш, 2018

2018 çулхи Тĕнчери футбол чемпионатне халалланă «Хĕллехи фотоканикул» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Конкурса республикăри 18 районпа хуларан 216 ĕç килсе çитнĕ.

Викторина йĕркелÿçи — «Çарпа патриот воспитанийĕн ЮНИТЕКС центрĕ». Ыйтусене хуравланисĕр пуçне хутшăнакансем кăсăклă сăн ÿкерчĕксем тата сăвăсем ярса панă.

Кĕçĕн ушкăнра Ульяна Федорова /Муркаш районĕ, Йÿçкасси шкулĕ/ мала тухнă, вăтам ушкăнра — Инга Романова /Вăрмар районĕ, Кĕлкеш шкулĕ/, аслă ушкăнра — Анастасия Чернова /Елчĕк районĕ, Елчĕк шкулĕ/ тата Дарья Маркова /Шупашкарти 59-мĕш шкул/, професси вĕренÿ учрежденийĕсен студенчĕсен хушшинче — Елена Раймова /Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ профессии колледжĕ/, вĕрентекенсен хушшинче — Светлана Разумова /Шупашкарти 1-мĕш шкул/ тата Галина Абрамова /Шупашкарти 59-мĕш шкул/, ача сачĕн ĕçченĕсен хушшинче — Мария Кириллова /Шупашкарти 169-мĕш ача сачĕ/ тата Ирина Тихонова, Мария Андреева, Ольга Алексеева /Шупашкарти 176-мĕш ача сачĕ/.

 

Рубрика: 

Комментари хушас