Хĕл кунĕнчи чи ăшă парне
Çапла хакланă пулăттăм «Шухăша вĕçтереймĕн çилпе» сăвăсен пуххи автор хăй сисмесĕрех пичетленсе тухнă куна. Ку темĕн пăтраштарать пулас тесе ан шухăшлăр, Валерий Самойлов-Раштавăн тин кăна «пиçнĕ» кĕнеки - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пĕр ушкăнра вĕреннĕ тусĕсем ăна çуралнă кунĕпе кÿнĕ кĕтмен парне. Сăмах май, литературăра хăйне ачаранах тĕрĕслекен ентешĕмĕрĕн пĕрремĕш кĕнеки вăл. Раштавăн 8-мĕшĕнче ăна хаклама тата сăвăçа менелникпе саламлама тус-тăванĕ, вĕрентекенĕсем, литераторсем, журналистсем, юрăçсем, ентешĕсем Кÿкеçри «Н.Бичурин тата паянхи самана» музее йышлă пухăнчĕç.
Журналист этикине пăсатăп пулин те каласа хăвармах тивет, Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катекре 1975 çулта çуралнă Валерий чылай çул каялла ăнсăртран сиксе тухнă инкекре сусăрланнă. Хальхи вăхăтра вăл - республикăн социаллă учрежденийĕсенчен пĕринче сипленет. Шăпа кăларса тăратнă йывăрлăха пăхмасăр ачаранах ÿнер тĕнчине /ÿкерме, пуç ватмăшсем шухăшласа кăларма, сăвă çырма, юрă хайлама/ кăмăллаканскер пултарулăх анинче паян та хăйĕн тĕрĕ-эрешне йĕрлет - сăвăсем калăплать. Йăхташăмăрсем унăн ятне литературăринчен ытларах эстрадăра пĕлме пуçларĕç, Алексей Московский, Сергей Павлов, Алексей Шадриков, Алексей Наумов /«Хусан чăвашĕсем» ушкăн/, тутар пики Фарида Файзуллина - кам кăна шăрантармасть юлташăмăр шăрçаланă юрăсене. Çук, пурнăç илемĕпе туллин киленеймен çынна шеллесе мар, унăн сăввисенчи ансат сăмахсемех чуна пырса тивнĕрен, лирика сăнарĕн чăрсăрлăхне /Арсений Тарасов журналист-драматург калашле, паянхи поэзире шăпах çакă çитмест те/ чĕрепе йышăннăран. Сăпайлăхĕ ытлашшипех унра - хăйне систернĕ пулсан кĕнеке тухмасса та пултаратчĕ. Автор сывă çынсенчен уйрăлса тăнине, амак тÿснине пĕр сăвă йĕркинче те туйса илеймĕн. Пачах урăхла, кĕске хайлавсенче - тĕнчере ырă усала çĕнтернине, чăнни тĕрĕс марлăхран вăйлăраххине, юрату курайманлăхран ытлараххине шанни. Автор вулакана та ыррине кăна шанма хистет.
Пултарулăх пĕр кунрах çуралмасть, вăл çынна амăшĕн сĕчĕпех сăрхăнса кĕрет. Людмила Андреевна, В.Раштавăн амăшĕ, каласа кăтартни те çакнах çирĕплетрĕ,
- Мăшăрăмпа /Валерин ашшĕ вилнĕ. - И.П./ 5 ача çуратса çитĕнтертĕмĕр - пĕри те ашкăнса çÿресе намăса ямарĕ. Валера пĕчĕклех лăпкăччĕ, ĕçлеме ÿркенместчĕ. Медсестрара ĕçленĕ май киле часах таврăнаймастăм. Пÿрт мăрйинчен тĕтĕм тухнине аякранах асăрхаттăм. Шкултан таврăнсан ывăлăм каланкка чĕртсе выльăх валли апат пĕçерме лартатчĕ. Пушă вăхăтра ÿкерме юрататчĕ, шÿтсем çырма кăмăллатчĕ.
Кĕнеке презентацийĕнче литература тĕпчевçисем хăйсен шухăшне палăртрĕç. Республикăн Вĕренÿ институчĕн доценчĕ Надежда Иванова çĕнĕ кĕнекере халĕччен асăрхаман эпитетсемпе танлаштарусем пуррине сăнанă, «кăпăш тунсăх», «хаваслă лăпкăлăх», «нăйкăш купăс хÿхлевĕ», «ĕмĕрне тĕрлемешкĕн»... Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ Надежда Ефремова сăвăсенче кăшкăрашу-риторика çуккине палăртрĕ. Хăйĕнпе тантăш автор хайлавĕсем çынра намăслăх туйăмĕ çуратнине те сиснĕ вăл. Арсений Тарасов, «Тăван Атăл» журналăн шеф-редакторĕ, кăткăслатса çырманран Раштавăн лирики халăха çывăххине асăнчĕ. Юрий Виноградов чĕлхеçĕ вара Раштавăн пултарулăхне прозăра та курма ĕмĕтленет, «Поэзире - чун тăрăмĕ, прозăра - пурнăç хавалĕ. Туятăп, çыравçă ăсталăхĕ санра пурах». Галина Ильина, В.Самойловăн университетри вĕрентекенĕсенчен пĕри, ентешĕ, хайлавсенче тăван ялне палласа илнипе хавхаланать-мĕн. Ку хутлăхрах çуралнă хастар чăваш Олег Цыпленков, «Сувар» общество ертÿçи, Катек ялĕ пултаруллă ентешсемпе пуянланса пынипе мăнаçланать.
Сăмах май, Самойловсен кил-йышĕнче сăвă çырма килĕштерекен татах пур - Юрий. Унăн пĕр хайлавĕнчи йĕркесем çак кун кĕлеткене шăнтса ярасла вырăнлă янăрарĕç, «Манăн пултăр пĕр шанăç пинрен те - Сыв пулам шанăç ман пуррипе...» Пиччĕшĕн сăмахĕ шăллĕн чĕри патне çитрĕ, Валерий Раштав уява пухăннă хăнасене калемне малашне тата çивĕчлетме шантарчĕ. Унăн кĕнеки тухнă ятпа йĕркеленĕ уява килсе çитнĕ эстрада артисчĕсен ушкăнĕ те /Фарида, Алексей Московский, Алина Федорова, Денис Пугач, Валентина Кузнецова т. ыт. те/ сăвăçран тарăн шухăшлă çĕнĕ хайлавсем кĕтнине палăртрĕ. Вĕсен концерчĕ пухăннисене ăшă туйăм парнелерĕ.
Ирина ПУШКИНА.
Комментари хушас